Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хавхаланнӑ (тĕпĕ: хавхалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ҫуртсӑр пуҫне хавхаланнӑ ҫынсемпе пӗрле Алена ялти предпринимательлӗх хастарлӑхне халалланӑ «Заозерье маякӗсем» музее пулӑшать.

Кроме терема совместно с увлеченными односельчанами Алена поддерживает музей, посвященный предпринимательской смекалке, — «Заозерские маяки».

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Унӑн илемӗпе, культура пуянлӑхӗпе, асаттесен еткерлӗхӗпе хавхаланнӑ май эпир кунта малалла аталанма вӑй тупатпӑр.

Вдохновляясь его красотой, культурным богатством, наследием предков, мы обретаем здесь силу для дальнейшего созидания.

Пишпӳлек районӗн пуҫлӑхӗ Республика кунӗпе саламлани // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/news/uyavsem/2023-10- ... em-3474063

Вӑл каланӑ тӑрӑх, професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсем палӑрнӑҫемӗн палӑрса пыраҫҫӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗпе хавхаланнӑ вӑйлӑ педагогсене ӗҫтешсемпе общество йышӑнӑвне илме пулӑшаҫҫӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, педагогика специальноҫӗсен хисепне ҫирӗплетеҫҫӗ.

По его словам, все более заметной становится роль конкурсов профессионального мастерства, которые помогают сильным, увлеченным своим делом педагогам получить признание коллег и общества, в целом укрепляют престиж педагогических специальностей.

Путин учительсене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатни ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... rn-3466733

Ҫапах та темшӗн ытла та хавхаланнӑ ку этем.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кашни ӗнипе юратса калаҫнӑ, ҫапла майпа хӑйӗн кулленхи ӗҫӗпе хавхаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Чи пархатарли тата — КПСС ҫӗнӗ Программипе хавхаланнӑ профессионалсемпе халӑхран килнӗ талантсем ҫак кирлӗ ӗҫе пысӑк хавхаланупа хутшӑнни.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хӑҫан та пулин пенсие тухас вӑхӑт ҫитессе пӗлсех тӑнӑ-ха вӑл, анчах хальхинчен ытларах вӗҫме ӗмӗтленнӗ, аллӑ ҫула ҫитичченех самолет штурвалӗ умӗнче ларма хавхаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Арҫыннӑн ӑшӑ сӑмахӗпе хавхаланнӑ хӗрарӑм йӗри-тавралла кӑн-кан пӑхкаларӗ те апатланмалли залра никам та ҫуккине кура хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Тупа тӑватпӑр! — терӗҫ ҫак чаплӑ самантпа хавхаланнӑ ҫамрӑксем, вара пӗр-пӗрин аллине пӗрле тытса чӑмӑртарӗҫ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Юрату ҫинчен-и? — терӗ хавхаланнӑ сӑвӑҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн алтӑр куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ, сӑнӗ-пичӗ хытӑ хавхаланнӑ чухнехи пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй ӗҫӗпе хавхаланнӑ художник ӑна сӑмах хушмарӗ, тав туса, ҫӑмламас пуҫне сулчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Улӑп тырри мар-и вӑл! — терӗ хавхаланнӑ агроном.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗнӗ ҫӗре комсомол организацийӗ йӗркелеме каятӑп тесен, сана хапӑлласах яраҫҫӗ, — хавхаланнӑ пек пулчӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑт, ҫавна кала, Тукай мӑрса! — хавхаланнӑ пек пулчӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тин килсе кӗнӗ Мухамедьяр сывлӑш ҫавӑрма ӗлкӗрейменччӗ-ха, сӑвӑ вулама пӗрре те хатӗр марччӗ вӑл, ҫапах хӑйне часрах алла илчӗ те хавхаланнӑ пек пулса пӗр хӗрӳлӗхсӗр вулама пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне ятлакан ҫуккипе хавхаланнӑ Янтул ҫаплах пӳрт тӑрӑх кускалать-ха.

А Яндул, видя, что его никто не бранит, начинает смело прохаживаться по избе.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑп кӑна хӑйӗн те пахчана кӗмелле, карта урлӑ ҫеҫ ярса пусмалла чухне Сашок, паҫӑр хавхаланнӑ пекех, пӗтӗм чӗререн ӳкӗнме пуҫлать.

В самый раз и ему бы сейчас оказаться там, рядом с ними, но Сашок начинает так же горячо раскаиваться, как совсем недавно подначивал ребят к набегу.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑҫтан пӗлетӗн, тен, юри Илем кӳресшӗн хавхаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах ҫапла хавхаланнӑ, чун-чӗререн савӑннӑ хыҫҫӑн Карачӑм ӗҫӗнче каллех кӳренмелли сехетсем пуҫланчӗҫ: мотор чӑхамҫӑларӗ те, трактора нумайлӑха чарса лартмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех