Шырав
Шырав ĕçĕ:
Отпуск пирки ҫӑвар уҫмастӑп та.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— «Караҫӑма хирӗҫ пулсан ӗмӗрне те ҫӑвар уҫмастӑп!» — ҫакӑн пек тупа тунӑччӗ эп.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ҫук, чӑваш, — ҫӑвар та уҫмастӑп тесе шутланӑ пулсассӑн та хуравларӗ Асмантей.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Уҫмастӑп, ҫӗрле халь, ҫывӑр кайса, — кӗтнӗ пек вӑрҫса тӑкмарӗ, канаш панӑ майлӑ сӗнчӗ хупах хуҫи, палларӗ ӑна таркӑн.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫавӑнпа эп санпа текех ҫӑвар та уҫмастӑп.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ан хӗнеччӗр тесе ҫаплах куҫа уҫмастӑп.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тепрехинче уҫмастӑп.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Е чӳречене уҫмастӑп тесе сӑмах паратӑн, е эпир халех ҫырана тухатпӑр, вара эсӗ ниҫта та каймастӑн!
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ҫӗрле никама та уҫмастӑп эпӗ…
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Уҫмастӑп, — терӗ Раиса.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
«Уҫмастӑп!» — вӗҫсе илчӗ тӑнсӑр шухӑш.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Джонси, чунӑм, — терӗ Сью ун патнелле пӗшкӗнсе, — эпӗ ӗҫлесе пӗтериччен куҫа уҫмастӑп, чӳрече ҫине пӑхмастӑп, тесе сӑмах парсам.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
— Ҫӑвара та уҫмастӑп!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Уҫмастӑп, — макӑрас патнех ҫитсе, ответлерӗ Евдокия Тимофеевна.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Гимназире французла вӗренсе ҫитесси пулман, нимӗҫле вара пысӑках мар йӑнӑшсем туса, der, die, das вӗҫлеме вӗреннӗ, академие вӗренме кӗнӗ хыҫҫӑн Лопухов вырӑс чӗлхине ҫеҫ пӗлнипе наукӑра инҫете кайма ҫуккине курнӑ: вӑл французла словарь тата французла кӗнекесем, мӗнли лекет, ҫавсене, — лекессе: «Телемак», Жанлис г-жа повеҫӗсем тата пирӗн ӑслӑ «Revue Etrangere» журналӑн темиҫе кӗнеки лекнӗ — пурте вӗсем ытлашши илӗртекен кӗнекесемех мар — илнӗ те, хӑй вӑл, паллах, вулама питӗ юратнӑ, хӑй ӑшӗнче: французла шыв пек юхтарса вулама вӗренсе ҫитиччен, пӗр вырӑсла кӗнекесене те тытса уҫмастӑп, тесе тупа тунӑ; ҫапла вара шыв пек юхтарса вулама пуҫланӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уҫмастӑп.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
10. Эпӗ чӗнместӗп, ҫӑварӑма та уҫмастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ ҫапла турӑн.10. Я стал нем, не открываю уст моих; потому что Ты соделал это.
Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1