Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Уҫ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Аҫу арӑмӗн хӗрӗн ҫарамасне, аҫунтан ҫуралнӑскерӗн ҫарамасне, ан уҫ; вӑл [аҫу урлӑ] санӑн йӑмӑку пулать, унӑн ҫарамасне ан уҫ; 12. Аҫу аппӑшӗн, йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл санӑн аҫупа пӗртӑван.

11. Наготы дочери жены отца твоего, родившейся от отца твоего, она сестра твоя [по отцу], не открывай наготы ее; 12. наготы сестры отца твоего не открывай, она единокровная отцу твоему.

Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Уҫ, уҫ, эпӗ хан ӗҫӗпе ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ман ывӑлӑн куҫӗсене уҫ, — кин мӗн тунисене тата Викторушка мӗн тунисене куҫ уҫса пӑхтар!

И открой глаза сыну моему, — на неё открой и на Викторушку!

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл, кулкаласа, хӑйӗн уҫнӑ ҫӑварӗ ҫине кӑтартать: «Уҫ ҫӑварна, унсӑрӑн хӑлхасӑр пулма пултаратӑн».

И с улыбкой показывал на свой открытый рот, он знаками просил Михеева о том, чтобы тот тоже раскрыл рот.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Уҫсан уҫ!.. — талт-талт кисрентерет алӑка ӳсӗр этем.

Открывай!.. — бьет в дверь пьяный парень.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килех ӗнтӗ, хуллен кил, алӑка хӑвах уҫ — кӑшт ҫеҫ, ху хӗсӗнсе кӗмелӗх уҫ, илтетӗн-и?

Подходи теперь, подходи медленно, отвори дверь сам — ровно настолько, чтобы пролезть, слышишь?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Уҫ митинг, унсӑрӑн хамӑр уҫатпӑр!

— Открывай митинг, а то сами откроем!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

19. Аннӳ аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне, аҫу аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, ун пек ҫын хӑйӗн ӳтне уҫать: вӗсем хӑйсен ҫылӑхне хӑйсем ҫӗклӗҫ.

19. Наготы сестры матери твоей и сестры отца твоего не открывай, ибо таковой обнажает плоть свою: грех свой понесут они.

Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Амӑшӗпе хӗрӗн ҫарамасне ан уҫ; унӑн ывӑлӗн хӗрне, хӗрӗн хӗрне илсе вӗсен ҫарамасне ан уҫ, ку йӗркесӗр ӗҫ: вӗсем унпа пӗр ӳтпе пӗр юнран пулнӑ.

17. Наготы жены и дочери ее не открывай; дочери сына ее и дочери дочери ее не бери, чтоб открыть наготу их, они единокровные ее; это беззаконие.

Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Хӑвӑн кинӳн ҫарамасне ан уҫ: вӑл ывӑлун арӑмӗ, унӑн ҫарамасне ан уҫ.

15. Наготы невестки твоей не открывай: она жена сына твоего, не открывай наготы ее.

Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Хӑвӑн аҫу, хӑвӑн аннӳ ҫарамасне ан уҫ, ку — санӑн аннӳ, унӑн ҫарамасне ан уҫ.

7. Наготы отца твоего и наготы матери твоей не открывай: она мать твоя, не открывай наготы ее.

Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Хӗлип, питӗркӗчне шутарса, калинккене уҫ!

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Уҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫ алӑкна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлетне уҫ!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун ҫинчен ҫынна кӑна ҫӑвар ан уҫ, асту — йӑлтах тӑлпаласа илӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫ алӑкна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Анне, уҫ-ха, уҫ!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Анне, уҫ часрах!

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Туйччен кӗпӳ аркине ан уҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех