Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Утасчӗ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана ӗненмесӗр вӑхӑта ирттериччен луччӑ тухса утасчӗ васкарах.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл клуба ҫитнӗ тӗле Денис утасчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӑштах ерипентерех утасчӗ сирӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ялтан яла сукмаксемпе утасчӗ хӑть.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашар санпа утасчӗ Шурӑмпуҫ енне!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 6 с.

Тата нумай ҫул пӗрлех утасчӗ, - пӗлтерчӗ Николай Гаврилович.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ҫаврӑнасчӗ те ялалла утасчӗ — юрамасть, темӗнле хӑват туртнӑ пек, юхӑм ҫаплах малалла, тусанпа ӑрша карса илнӗ сӑрӑ карри ӑшнелле шӑвать.

Чего бы проще — взять и повернуть к деревне, в прохладу и сень, но нет, нельзя, люди, словно влекомые какой-то силой, идут и идут вперед, задыхаясь и ничего не видя в пыльном тумане…

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан тухасчӗ те ҫеҫенхире ҫемҫе суха касси тӑрӑх акапуҫ хыҫҫӑн утасчӗ, вӑкӑрсене шӑхӑрса хӑваласчӗ, кӑвак тӳпере карталанса вӗҫекен тӑрнасем кикаклатса кӑшкӑрнине итлесчӗ, ҫилпе вӗҫсе килнӗ эрешмен картин кӗмӗл ҫипписене пит ҫумӗнчен иле-иле пӑрахса, ака тимӗрри хускатнӑ кӗрхи ҫӗрӗн эрех пек ӳсӗртекен шӑршине ҫине-ҫине кӑкӑр тулли ҫӑтасчӗ.

А потом ходить по мягкой пахотной борозде плугатарем, посвистывать на быков, слушать журавлиный голубой трубный клич, ласково снимать со щек наносное серебро паутины и неотрывно пить винный запах осенней, поднятой плугом земли.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утасчӗ те утасчӗ Петькӑпа иксӗр хӑвӑр ҫулӑрпа.

Шли бы да шли с Петькой своей дорогой.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех