Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уруна (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ хӗлле, пӑрлак ҫул ҫинче ӑнсӑртран шуса ӳксе, уруна та мӑкӑлтанӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ну, халь кала: уруна мӗн пулчӗ, Ҫӗпритун? — пӗшкӗнсе пӑшӑлтатрӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сыватӑпӑр сан уруна, Макар.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Степан Иванович, кил-ха, уруна хыв!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уруна хӗстерсе лартать ак…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шкултах уруна ҫапса хуҫасшӑнччӗ санне — темме хуҫман.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара пуҫне ҫӗклерӗ те: «Э-э, эсӗ-и ку, Ромашок, уруна салт та ирт, лар ак ҫакӑнта», — тесе хӑйпе юнашар вырӑн кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тем каламасан та: «Типтерленсе вырт, Тихӑн. Капла канлӗ мар сана. Уруна ыраттаратӑн», — тесе калатчех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ил уруна леререх!

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Уруна ыраттармарӑн пуль те?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Атту уруна ҫеҫ мар, аллуна та ҫапса ватӑп…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ левой тенӗ чух эс сулахай уруна хытӑрах пус, — тет асли.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл, пушмака алла илсе, ачи патне тулхӑрса пычӗ те: — Ҫи-пуҫ мурӗ! Укҫа мурӗ! Уруна ҫӗклесе утаймастӑн-и? Сана ҫи-пуҫ туянса ҫитереймӗн! Ы-ы-ых! — тесе хӑтӑрса тӑкса, ӑна пушмакпа пуҫран тивертсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Тумтирне халех хывса ҫакнӑ пултӑр, тусанна таса урайне ан тӑк, уруна ҫуса кӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

— Эй, Петте, ачам, ҫурхи ҫанталӑк ҫур ӑслӑ — чирлесси те часах, уруна шӗлкӗшлӗ шыва чиксе кӑлар ҫеҫ, — вӗтӗлтетсе каларӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кӗпе вӗҫҫӗнех тухнӑ-ҫке эсӗ… сивӗ… сӑхман тӑхӑн, уруна сыр.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тӑр, тӑр хӑвӑртрах, сыр уруна, сурӑхсене кӗтӗве хӑваласа яр, вара ана ҫине каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Уруна ҫапса хуҫам! — терӗ Ҫемук шӑртланса.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хытӑрах пус уруна, хытӑрах.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аллупа уруна ҫӗклесе ҫапас умӗн маларах уйла пуҫупа, тен вӑйпа мар, ӑспа ҫӗнтерме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех