Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урамран (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ача урамран пахчана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗтмен ҫӗртен татрӗ унӑн шухӑшне урамран хашкаса ҫитнӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темшӗн ӑна Сантӑркка урамран мар, картаран килсе тухассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петӗр те, юрланӑ сасса урамран илтсенех, тӗлӗнсе кайрӗ: «Мӗн сӑлтавпа ирех ӗҫсе лартнӑ-ха ку паян?» — текелесе, чӳречерен пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шупкаланнӑ шпалер тӑрӑх хӗвел шевлисем урамран пӳлӗме хӑюллӑнах ура ярса пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Урамран кӗнӗ ывӑлӗсем кӑна шӑплӑха пӑсрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урамран автомобиль ҫине-ҫине кӑшкӑртни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр хушӑ вӗсем иккӗшӗ те ним чӗнмесӗр ларчӗҫ, пӳлӗмре шӑп пулчӗ, урамран илтӗнекен автомобиль сигналӗсем ҫеҫ хутран-ситрен ҫав шӑплӑха хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Урамран уҫӑ чӳрече витӗр автомобиль кӑшкӑртни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунтан, урамран, подъезд курӑнать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна шӑнкӑрав сасси урамран илтӗннӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хула комитетӗнче кунӗн-ҫӗрӗн пулнӑ, секретаре хӑй кабинетне пырса кӗнӗ ҫӗрте те, урамран кӗмелли алӑк патӗнче те сыхласа тӑнӑ, юлашкинчен вара хӑйне мӗн кирлине тутарнах; унан докуменчӗсенче вӑл хӑҫан ҫуралнине чӗрсе пӑрахнӑ та питӗ кирлӗ цифра ҫырса хунӑ: «18».

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Павӑл аслӑ урамран тӑвӑр тӑкӑрлӑка пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паян акӑ кино ӳкерекенсем килнӗ хыпар урамран урама ҫиҫӗмле хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Заявлени ҫыраканӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, машинӑна ҫӗрлехи вӑхӑтра Коммунистическая урамран вӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

18 ҫулхи каччӑ савнийӗпе тӗл пулас тесе автомобиль вӑрланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... an-3422113

Шурӑ сухаллӑ мучи инҫетрен килнӗ хӑнасене фермӑран фермӑна, урамран урама ертсе каять, колхозниксен килӗсене кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Анчах ватӑ ҫын урамран пурпӗрех часах кӗреймест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӗрача картлашка ҫинчен чупса анчӗ те урамран килкартине кӗресшӗн нӑйкӑшса алӑка тӗрткелекен сысна ҫурине уҫса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Арҫын ача, музыкӑра вӑйсӑррине туйса, хӑйпе хӑй ҫав тери кӑмӑлсӑр, чунӗпе тулашса таврӑнчӗ урамран.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мартин Мартынч ҫав вӑхӑтра хӑйӗн хваттерӗн чӳречисемпе алӑкӗ умне, урамран ҫӗр ҫавӑрса илсе, хитре кӑна карта тытса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех