Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урайӗнче (тĕпĕ: урай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урайӗнче — тӗссӗрленнӗ кавир.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Пӗрремӗш курс пӗтерсен, Петр Петрович каникула Шупашкара килсе кайнӑ, пӗчӗк Зойӑпа пӗрле урайӗнче упаленсе ҫӳренӗ, нихҫанхинчен хаваслӑрах пулнӑ, сӗрме купӑспа Алябьевӑн «Шӑпчӑк» кӗввине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хӗллехи хутман сивӗ пӳлӗм урайӗнче пирус тӗпӗсем, шкул тетрачӗсем, арифметика кӗнекисем сапаланса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пуш кӗленчи умӗсенче, Сенкер черкки аллисенче, Чӗлӗмӗсем шӑл хушшинче, Тӗтӗмӗсем урайӗнче.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тавах килсе курнӑшӑн, — терӗ вӑталӑххи Тарук, урайӗнче тӑрӑлтатса кусакан йӗкине арки ҫине тытса.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Картана хӑваласа хупнӑ выльӑхсем пек, чул урайӗнче выртрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑк патӗнчи тӑватӑ салтак урайӗнче выртакан Эрхипе тӑратрӗҫ, ҫыхнӑ кантрисене салтса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан тинех алкум вӗҫӗнче мӗнле ҫӑнӑх миххи ларнине, пӳрт урайӗнче мӗнле тырӑ пӗрчисем сапаланса выртнине тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кум, пӑх-ха, урайӗнче краҫҫын кӗленчи тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн урайӗнче япса выртать?»

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑрпӑк хыҫҫӑн шӑрпӑк ҫуткаласан, Макҫӑм урайӗнче пушӑ кӗленче выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урайӗнче сӑмавар, кӑкшӑм ванчӑкӗсем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урайӗнче тыр пӗрчисем сапаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫине тапӑннӑ арҫынсенчен пӗри урайӗнче йынӑшса выртать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ бетон урайӗнче выртатӑп иккен, ман тавра взвод салтакӗсем пуҫтарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

«Шӑтӑклӑ шӑрҫа урайӗнче выртмасть», — теҫҫӗ мар-и.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Стенасем ҫинче — картинӑсем, сӑн ӳкерчӗклӗ рамӑсем, урайӗнче кивелерех пуҫланӑ палас выртать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл кӑмака ҫинче выртакан Микулай мучие ҫеҫ мар, пире те, урайӗнче ларакансене, чыхӑнтарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Шӑшисемпе йӗкехӳресем урайӗнче ҫеҫ мар, стенасемпе нарсем тӑрӑх чупаҫҫӗ, ҫимелли шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Мӗн ку? — ыйтрӗ Ирина темӗскертен хӑранӑ пек урайӗнче выртакан ӗмкӗче асӑрхасан.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех