Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Упӑшкана (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Станислав мӗнле савӑнӗ-ши? Ывӑл ҫурални ҫинчен упӑшкана пӗлтерӗр-ха», — ыйтнӑ вӑл сестрасене.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Упӑшкана парӑнмасан, кама парӑнмалла тет?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ чӑн та упӑшкана улталанӑ пулсан, мана пӑрахса каймалла ҫеҫ мар…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ те упӑшкана упраймарӑм…

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ман упӑшкана туртса илме тапӑнни чӗрҫине хапха тӑрне ҫакнӑ пекех намӑслӑ…»

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман упӑшкана… паян сана чуть ҫеҫ вӗлереймен сехмет пӗтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Манӑн упӑшкана Василий Ермолаевича, — терӗ Нюркка, юсмана шыва ывӑтса.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Манӑн аттене ссылкӑра асаплантарса вӗлерчӗҫ, унтан упӑшкана, халӗ ывӑлӑма — Толике, вилме илсе каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем, фашистсем, пӗтӗмпех касса пӗтерчӗҫ, упӑшкана вӗлерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле сӗтел ҫине сухари кӑларса хучӗ, анчах хуҫасем «упӑшкана валли хатӗрленӗ кучченеҫе» астивсе те пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Упӑшкана суйласа илекен хӗрӗн пайти ҫук! — чун-чӗрене пӑрлантарса сассине хӑпартма тӑнӑччӗ Шывхуҫи — алӑкран кӗтӗвӗпе хӗрсемпе Ешӗлпи кӗрсе тӑчӗҫ, хаваслӑ хӑйсем, кулаҫҫӗ, тем ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Манӑн упӑшкана вӑрҫӑн юлашки ҫулӗнче тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр япала ытлашши нумай пухса тултарнӑшӑн генерал ячӗсӗр тӑратса хӑварнӑ тата партирен хуса кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑех манран уйрӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вилсе выртатӑн упӑшкана ҫӑвӑнма шыв ӑшӑтса парсах.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшкана хӑратас килнӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшкана халех ӗҫрен кӑларса килне ӑсатмасан, Мускава ҫырса яратӑп…»

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ман упӑшкана мӗншӗн тытса усратӑр эсир унта?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Хӗрарӑм упӑшкана мӗншӗн кирлине пӗлместӗн-и вара? — елпӗрчӗ Алиса.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сире тӗл пулса кинона каяссине таҫтан сиснӗччӗ те, ҫавӑнпа ӗнер ирхине упӑшкана Шупашкара ӑсатрӑм…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ман упӑшкана ҫавнашкал чыслама никам та аса илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анфиса Ксенофонтовна тепӗр чух пире, Аркашпа иксӗмӗре, вӑрҫкалать, эсирех пӗтертӗр ман упӑшкана текелет, — айӑплӑн кулса илчӗ Ажайкин.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех