Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унсӑрах (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анчах ҫирӗп чунлисем хӑйсен нушине унсӑрах ирттерсе яма вӑй ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Лешсем Ваҫлишӗн вахта тӑма та унсӑрах шыв тӑкма килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кирлӗ те мар, унсӑрах ӳстеретпӗр, — терӗ Оксана.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унсӑрах пур та ҫав ҫурт лартмалли вырӑн…

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хама урӑхла шухӑшлаттарма тӑрӑшнӑ пулсан та, мана тепӗр чух ҫакӑн пек туйӑнатчӗ: Звягинцев ҫӗнӗ, питӗ кирлӗ ӗҫе, хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗп ӗҫне часрах тытӑнасшӑн мар васкать, вӑл темле пысӑк кукӑле валеҫнӗ ҫӗре ӗлкӗресшӗн ҫеҫ васкать — халӗ ун патне пымалли ҫулсем пуриншӗн те уҫӑ пулнӑ-ҫке, вӑхӑтра ӗлкӗреймесен ҫав кукӑле ыттисем унсӑрах ҫисе яма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унсӑрах ӑнланаҫҫӗ ялан Пӗр пӗрне савакан чӗресем».

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Халӗ ӗнтӗ, акӑ, Аҫтӑрхан унсӑрах тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Володя шкулти чи пултаруллӑ та ӑста слесарьсенчен пӗрне — Горовица комитета суйлама сӗнчӗ, анчах Горовиц именчӗклӗн: «Мана кунта суйламалӑх тивӗҫӗм ҫук, ан суйлӑр», тесе хирӗҫлерӗ, мӗн кирлине унсӑрах пурне те тума сӑмах пачӗ.

Володя предложил и кандидатуру Горовица, как одного из самых искусных слесарей школы, но Горовиц застенчиво попросил не выбирать его, так как он недостоин еще этой чести, и пообещал, что он и без того будет делать все, что потребуется.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пухӑва унсӑрах ирттерме сӗнеп, — тесе пӗлтерчӗ вӑл хӑй шухӑшне.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшминче унсӑрах тата икӗ лавкка пур.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унсӑрах пур кунта йӑпанмалли.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Салтаксем унсӑрах ура ҫинчеччӗ ӗнтӗ, картишне мӗнле сиксе тухнине, хӗҫ-пӑшалӗсене мӗнле илнине вӗсем хӑйсем те сиссе юлаймарӗҫ пулмалла.

Солдаты уже и без того все были на ногах и, пожалуй, сами не успели понять, как выскочили во двор, схватили ружья.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫакӑнта Григорьев хӑй еннелле ҫур утӑм кӑна тутӑр е унсӑрах, хӗр кӑшкӑрса ярать те ак, тарҫисем чупса кӗрсе салтака ярса тытса каяҫҫӗ.

Растерялся солдат, не знает, как поступить. Попробуй сделай к ней шаг, а вдруг она закричит, прибегут тогда телохранители, схватят.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михапар унсӑрах сисрӗ пулмалла.

Михабар почуял сам.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ман унсӑрах иртсе карӗ.

— А у меня и так все прошло.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Юрӗ, ним те ан кала, унсӑрах пӗлетӗп эп сан ятна.

— А ты не думай, я и так знаю твое имя.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл унсӑрах ҫырлахнӑ.

стало быть, доволен и без того,

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл унсӑрах пирӗн алӑра пулать».

Ничего, она и так никуда не денется.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пулакан тырӑ унсӑрах пулать вӑл…»

А земля, ежели родить, и без вашей этой придумки родит.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ унсӑрах итлетӗп, мучи.

— Я и без нее готов вас выслушать.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех