Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унсӑр (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рур облаҫӗн лаптӑкӗ Германи лаптӑкӗнчен 1,2 % кӑна йышӑнать пулин те, халӑх шучӗпе Рур облаҫӗ Германири пӗтӗм халӑх йышӗнчен 6,3 % шутланать, унсӑр пуҫне вӑл Федераци республикин чи пысӑк агломерацийӗ шутланать.

Хотя площадь Рурской области составляет только 1,2 % от площади Германии, по количеству населения Рурская область составляет 6,3 % всего населения Германии и является самой большой агломерацией Федеративной республики.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Лаптӑкӗ 4435 ҫм², халӑх йышӗ 5,3 млн яхӑн ҫын, ӑна мегалополис теме пулать, вӑл ҫӳллӗ шайри Рейн-Рур регионӗн агломерацин ҫурҫӗр пайӗ, унсӑр пуҫне вӑл Европӑри чи пысӑк хула агломерацисенчен пӗри шутланать.

Занимая площадь в 4435 км² и с населением около 5,3 млн человек, она является практически слившимся мегалополисом, северной частью надагломерации Рейнско-Рурского региона и одной из крупнейших городских агломераций в Европе.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче сунара ытларах Лӑпкӑ океанра, унсӑр пуҫне Ньюфаундленд районӗнче тата Африкӑн анӑҫ ҫыранӗ патӗнче тухнӑ .

В конце XIX века промысел продолжался в основном в Тихом океане, а также в районе Ньюфаундленда и возле западного побережья Африки.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Тӗрлӗ металл шӑранчӑкӗсенчен хатӗрлеҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсем самай ҫирӗп.

Изготавливаются из сплавов различных металлов и имеют значительную жесткость.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Унсӑр пуҫне, кун пек пушмак йывӑрӑшӗ самай пӗчӗкрех.

К тому же вес такого ботинка намного ниже.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Илемлӗ ярӑнмалли роликсен уйрӑмлӑхӗ — малти пайӗнче ятарлӑ стопор пур, унпа усӑ курса ҫаврӑну элеменчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, унсӑр пуҫне кустӑрмисем илемлӗ ярӑну тӑркӑчӑн хурми пек пӗкӗлле вырнаҫнӑ.

Особенностью роликов для фигурного катания является специальный стопор в передней части рамы, необходимый для выполнения вращений, и колёса, расположенные по дуге, аналогичной форме лезвия для ледовых фигурных коньков.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Унсӑр вара хӗвеллӗ кун та тӗксӗм курӑнӗччӗ, чи ӑшӑ сӑмах та хӑпартлантармӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Унсӑр та тӗнче пӗтмен…

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унсӑр туй тума аван мар, кӗтӗпӗр-и? — ҫамрӑк арӑмне ыталарӗ Роберт.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ут тавраш юсакаламалла-и унта, тилхепе, вӗрен тавраш явмалла-и, урапа тӳрлетмелле-и, пӗр-пӗр конюх чирлесен, лаша пӑхмалла-и — ҫавӑн пек ӗҫе ҫеҫ унсӑр тӑваймастчӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрлакана сӗтел хушшинчисем патаклаҫҫӗ, унсӑр пуҫне тата прапорщиксем каярах строй умӗнче намӑслантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Унсӑр пуҫне тепӗр чухне тата кӑшт мӗн те пулин сумкӑна хурса яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Унсӑр пуҫне пиртен самаях аслӑ Гена Григорьевӑн (ҫамрӑк офицерӑн) спортра тунӑ ҫитӗнӗвӗсем те кӗрет тӗслӗхчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Унсӑр пуҫне ҫавӑн пек каччӑна таса мар тумтирпе ҫӳрени килӗшмест те тесе шухӑшлать хӑй тӗллӗн — ҫынран аван мар..

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

— Элекҫей ҫумланӑ йӑрансене ыран тепӗр хут ҫумлатӑн, унсӑр пуҫне тата ҫак-ҫак йӑрансене малалла ҫумлатӑн.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Вӑл унсӑр пурӑнма та пултараймасть иккен.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Унсӑр пуҫне общежитире ҫеҫ пурӑнатӑп-ха, — тетӗп, хамӑн авланас килменнине пӗлтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Унсӑр мӗнле?

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Унсӑр кӗртместӗпех.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Утравсенчен чылайӑшӗ суту-илӳ, пулӑ тытасси тата чул кӑларасси тӗлӗшпе хӑйссен уйрӑм историйӗсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ, унсӑр пуҫнекунта тавралӑх та питӗ илемлӗ.

Многие островки сами по себе похожи на небольшие поселения с интересной историей торговли, рыболовства и добычи камня в дополнение к их живописной природе.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех