Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унпала (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман хӗрача Сенӗк Ҫеркушӗпе килӗштерсе пурӑнма мар, унпала пӗр ҫуна ҫинче те ларса пырас ҫук!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Кӗҫех Элекҫей таврӑнчӗ, унпала пӗрлешрӗмӗр те чип-чипер пурӑнма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Эпӗ унпала саккӑрта чухнех вырма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Калаҫма та, ӗҫлеме те ҫӑмӑл та уҫӑ унпала.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Анчах пырса калаҫса пӑх-ха эс унпала!

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вун ҫичӗ ҫул ӗнтӗ ҫак ватӑ юман ҫинчен анса унпала сыв пуллашни.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Унпала эпӗ ӗмӗрлӗхех пуйса ларас ҫук.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Тӗрӗс калатӑн, — килӗшрӗҫ унпала иккӗн харӑс.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Васкасчӗ ҫав, васкасчӗ, — пурте килӗшрӗҫ унпала, — тухнӑ ҫул вӗҫне часрах ҫитсен аван ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай хӑй пуҫне тӑхӑнса янӑ калпак пеккине ярса тытрӗ те хӗр ҫӑварне унпала хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ карчӑк унпала Пухать ҫырла пурака: Тухнӑ вӗсем хурала Ялти хаклӑ ахаха.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Калаҫ халӗ унпала: мӗнле вӑл ӑруран; Килӗшет-и кӑмӑлне пирӗн шухӑш сӑмахран?»

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хирӗҫ тухать патшана христос ячӗпе, Сылтӑм аллинчи ылтӑн хӗреспе Архимантрит унпала юнашар, — Тӗн тӑрӑх ӑна-ҫке пӑхӑнать Шупашкар!

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗмӗртенхи ҫут аслапай Аннӑ ҫемӗн ыйӑхлать, Пур чӗр-чун та унпала май Канас тесе лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑмӑлу пулсассӑн арӑмна та ил, Анчах хӑвӑнпа хӗрне хӑварас мар, Тесе каланӑччӗ воевотӑ мана, Ҫавӑнпа та хӗрне хӑварас мар, Илемлентӗр унпала Шупашкар, Тесе пӗтерчӗ салтак сӑмахне, Шаклаттарса илчӗ атти кӗллине.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн чаплӑ апай — шеплӗ майра патша Паян хисеп кӳрет хулана килнипе, Ӑна хирӗҫ тухма, унпала паллашма Воевотӑ пухать палла ҫынсене, Тата ӳссе ҫитнӗ чипер хӗрсене, Сухалӗсем тапранман хитре яшсене.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шупашкарти воевотӑ унпала Хӗллехи кунсенче ҫӳрет сунара.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мана унпала хамӑн юлташсем, Хусанти духовнӑй семинаринче вӗренекен чӑваш ачисем, 1917 ҫ. кӗркунне паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Вӑл ӗҫе питӗ тимлӗ те шутсӑр асӑрхануллӑ специалистсем ҫеҫ тумалла пек, анчах унта пӗрремӗш хут кам ӗҫлес тенӗ, унпала килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унпала вӑрмана сиен кӳрекен хурт-кӑпшанкӑсем ҫеҫ мар, усӑллӑ кайӑк-кӗшӗксем те нумай пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех