Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Улӑхӑн (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтӗ ҫаран вӗҫне тухасси те инҫе мар, тепӗр ҫӗр метр ҫеҫ, ав ҫавӑнта — хӑвалӑх патне ҫитмелле те — унта ҫулмалли улӑхӑн чикки.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрӗн ҫӑмӑл кӗлетки кӗҫех улӑхӑн симӗс хумӗсенче ҫухалчӗ.

Скоро легкая женская фигура скрылась в зеленых волнах луга.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл ҫывӑхри ҫыран хӗррине, йывӑҫ вуллисене тата анлӑ улӑхӑн пӗр пайӗпе ҫывӑхри хӑвалӑха ҫутатса кӑтартрӗ.

Выхватило из темноты кусок берега, стволы деревьев, часть луга, ракитник.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эсӗ шыва кӗрӗн, эсӗ йывӑҫсен тӑррине улӑхӑн, эсӗ хир качакисене тытма ҫӳрӗн.

Ты будешь купаться, ты будешь лазить на деревья, ты будешь охотиться за дикими козами.

XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Уҫӑ алӑк тимер ҫекӗл ҫинче ҫилпе сулланса тӑрать, сукмаксем нӳрлӗ те ҫӳп-ҫаплӑ; ҫаралса юлнӑ ватӑ хурӑн, тӗмсем, курӑк, вӗлтрен, хурлӑхан, ҫулҫисене шупка енӗпе ҫӳлелле ҫавӑрса хунӑ упа паланӗ — ҫаксем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче енчен енне сулкаланса, тымарӗсене татасшӑн пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ; ҫӑка аллейинчен сарӑхнӑ ҫаврака ҫулҫӑсем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, вӗлтӗртетсе, вӗҫсе тухаҫҫӗ те, нӳрленсе, йӗпе ҫине, улӑхӑн тӗттӗм симӗс тӗслӗ йӗпе кайӑвӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.

Открытая дверь подергивалась от ветра на железном крючке, дорожки были сыры и грязны; старые березы с оголенными белыми ветвями, кусты и трава, крапива, смородина, бузина с вывернутыми бледной стороной листьями бились на одном месте и, казалось, хотели оторваться от корней; из липовой аллеи, вертясь и обгоняя друг друга, летели желтые круглые листья и, промокая, ложились на мокрую дорогу и на мокрую темно-зеленую отаву луга.

XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир улӑхӑн хӗвеланӑҫ хӗррипе тӑсӑлса пыракан тӳрем сӑрт ҫине хӑпаратпӑр.

Мы поднимались на плоскую высотку, протянувшуюся по западной окраине долины.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ешӗл ӳсекен кӑтрашка клевер ҫул хӗрринех ҫитет, инҫетре, шыв илекен вырӑнта, симӗс улӑхӑн типтерлӗ анисем курӑнса выртаҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли кухньӑра электромоторсем кӗрлеҫҫӗ, сӑрт хӗрринче пӑрусене усрамалли ҫӗнӗ вите — ҫаксем пурте ҫывӑх вӑхӑтрах пулмалла, ҫавӑнпа вӗсем халӗ те пур пек туйӑнаҫҫӗ.

Кудрявые заросли клевера подбегали к самой дороге, вдалеке, у поймы, зеленели луга, разделенные на аккуратные загоны, электромоторы шумели в кормовой кухне, новый телятник стоял на взгорке — все было так несомненно и близко, что казалось уже существующим.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Улӑхӑн тутлӑ шӑршине шӑршласа, Ирина Савва йыхравӗ ҫинчен шухӑшласа пычӗ.

Вдыхая пряный запах, Ирина думала о приглашении Саввы.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех