Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Улӑхне (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миххана икӗ община улӑхне туртса илме пулӑшнӑ хыҫҫӑн Лаврский унӑн чи ҫывӑх тус-йышӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав хакпах улӑхне те илме пулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха тата баронӑн улӑхне, вӑрманне, ҫӗрне ҫурчӗ-йӗрӗмӗнӗпе хӑй аллине ҫавӑрса илес ӗмӗт-шухӑшпа пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вунпиллӗкри хӗрача — вӑрҫӑ тапрансан — мӑн ҫынсемпе пӗрле колхоз улӑхне утӑ ҫулма каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл кӳршӗ ялтан тухсанах хӑйсен улӑхне пӑрӑнса кӗчӗ те ҫыр хӗррипе утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле пӑхакан тепӗр хӑрах енлӗ урамри пахчасен хыҫӗнче Каҫликка варӗпе касӑлнӑ сӗвеклӗх Сурӑм улӑхне ҫитиех тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Урлӑ каҫсан, турех поселок улӑхне тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ватӑ Атей ҫава йӑтса хӑй улӑхне хӳтӗлеме тухиччен ӗҫе килӗшӳпе вӗҫлеме, ырӑ сӑмахпах аслашшӗ, ашшӗсенчен юлнӑ ҫӗре хӳтӗлесе хӑварма май пулмӗ-и, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара аптӑранӑ Атей хӑй улӑхне, ҫава йӑтса тухса, хӳтӗлеме тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла вӑл Укаслу аслашшӗн, ватӑ Атейӗн, улӑхне ҫултарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗткенлӗ пурнӑҫа типӗтет тӑшман, Патша хӳттипе юн ӗмекен ӑман, — Ӗнтӗ Ҫавал улӑхне кунти этем ан та пыр.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхан утӑ нимине Пурте хатӗр пымашкӑн, Анчах Ҫавал улӑхне Инҫе, теҫҫӗ, каймашкӑн.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Атӑлпа Ҫӳрпӳ хушшинчи Ҫавал улӑхне Йӑлтах ҫырса ман ҫине!

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑҫта пуҫтарӑнасси ҫинчен те калаҫса татӑлчӗҫ, яланхи ҫӗре, Сӗмӗл улӑхне пуҫтарӑнас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ханпа ун ҫывӑх ҫыннисем Арск улӑхне пӗтӗм кил-йышӗпе, ачи-пӑчипе кӗпӗрленсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах юлташӗсем ӑна пӑрахмарӗҫ, утпа ҫӳреме вӗренеймен пӗчӗк ачана илсе килнӗ пек, хӑйсен умне лартса тата ӳкесрен пилӗкрен тытса черетпе Хыркасси улӑхне илсе ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Якур арман хуҫин улӑхне тухнӑ хӗрачасем утӑ купи ҫине канма ларнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кутемер таврашӗнчи ҫамрӑксем вӑл кун Кушара — Энӗш шывӗ хӗррине — Чӑнкасси улӑхне туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗлӗкхи монастырь ҫывӑхӗнчи Сейм улӑхне тухсан, ҫӗр те курӑнмастчӗ.

На лугу у Сейма под бывшим монастырем, земли не видно.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Витсемӗр паха хурассан кӗҫҫипе, Атте улӑхне леҫсе ярӑр; Апатлӑр ҫуртарнӑ пӑри тӗшшипе, Таса ҫӑл шывпе шӑварайӑр…»

Покройте попоной, мохнатым ковром; В мой луг под уздцы отведите; Купайте; кормите отборным зерном; Водой ключевою поите».

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех