Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Улӑма (тĕпĕ: улӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑх валли апат пӗтсе ҫитсен сарайсене витнӗ улӑма та сӳсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Хӗрарӑмсем улӑма машинӑсем патӗнчен турта-турта илеҫҫӗ.

Женщины отгребают солому от молотилки.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Машинӑсем хӑйсемех улӑма силлесе тӑнӑ ҫӗрте татти-сыпписӗр аялалла улӑм анса тӑрать.

По огромным самотрясам молотилок непрерывно струится обмолоченная солома.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сӗт-ҫу продукцине, ӳсентӑрансене, пахча ҫимӗҫе, сувенирсене, улӑма тата ыттисене сутнинчен илнӗ укҫа-тенке «Всё для фронта - Бижбуляк» волонтер ушкӑнӗн счечӗ ҫине янӑ.

Средства, полученные от реализации молочной продукции, растений, овощей, сувениров, соломы и другого будут направлены на счёт «Всё для фронта Бижбуляк».

Ыркӑмӑллӑх ярмӑркки пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3477279

Малтанхи вӑхӑтра пӑспа пӗҫернӗ улӑма посыпкӑпа лайӑх сапса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӑхатӑп чӳречерен, ку та ҫуна ҫинчи улӑма пӑлхатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Ҫавӑн ҫинчи улӑма чакаласа пӑр пек сивӗ тулли кӗленче туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Улӑма каймалла.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Хиртен юлашки улма, купӑста, чӗкӗнтӗр, кишӗр юлмиччен пухса кӗртнӗ, улӑма пухса урасене хывнӑ, кӗрхи ҫӗртме сухине ҫӗр шӑниччен чылай малтан туса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Комбайнер ҫӗре ӑнчӗ те купари улӑма тытса пӑхрӗ, унтан пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ, куҫлӑхне тасатса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Улӑма пусӑрӑнтарса чул пек хытӑ тӑваткал ҫыхӑсем, тюксем, тӑвакан агрегат пур.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялти ҫынсем халь уйри улӑма икӗ майпа пухса тирпейлеҫҫӗ: ӗлӗкхи пек улмурисем лартаҫҫӗ тата тюкласа купалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ял курӑнать» тени чӗрӗлӗх шывӗ пулчӗ тейӗн: шӑн улӑма чӑштӑртаттарса арҫын тула сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Мана ӗненетӗр-и эсир? — шикленерех ыйтрӗ Изамбаев улӑма канӑҫсӑррӑн кӑштӑртаттарса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫывӑрса каяс марччӗ пирӗн, — улӑма канӑҫсӑррӑн чӑштӑртаттарчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗлет тавра купаланӑ улӑма краҫҫын сапнӑ чух краҫҫынӗ Куҫма ҫине тӑкӑннӑ та, ӑна вут тивсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче эпир ҫулсерен ӗнесене ҫитерме ҫурт тӑрринчи улӑма сӗветтӗмӗр, ялти йӑмрасене, турачӗсене касса, йӑлт ҫаратса хӑвараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗр шутласан, пӳрт ҫине улӑм витесси халӗ черепица е шифер витнинчен те хакла ларать: улӑма ӑна улӑштарсах, ҫӗнетсех тӑрас пулать, вӑл ҫӗрсех пырать…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кил хушшинче Михха ҫыннисем сарай тӑрринчи улӑма сире-сире антараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыв юхтарса килнӗ тӗрлӗ вак-тӗвеке тата ҫӗрӗк улӑма пӗр ҫӗре йӑтма хушрӗ: кунне пилӗкшер пус паратӑп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех