Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӳпене (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр пӗлӗтсӗр сенкер тӳпене хуллен-хуллен шуса хӑпаракан хӗвел хыҫлӑ ҫуна ҫинчи ҫынсене тӗпӗр ире — Самарин Зина патне пӗрремӗш хут пырса кӗнӗ тахҫанхи ире — аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӳпене тулли уйӑх ярӑнса тухрӗ, Парк енчен «Авалхи вальс» кӗвви илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Акӑ хайхи тӗксӗм пӗлӗтсем кӑвак тӳпене хупласа хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӑрсан-тӑрсан пӗтӗм тӳпене хулӑн пӗлӗтсем карса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кӑвак тӳпене пӗлӗтсем тухма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӳпене юр пӗлӗчӗсем хупӑрларӗҫ, ҫил-тӑман вӗҫтере пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫӑ грузовик ҫинче ларакан колхозниксем Мускав урамӗсене пӑхкаласа пыраҫҫӗ: унта та кунта хӗҫпӑшаллӑ салтаксем стройпа утса иртеҫҫӗ, танксем, шӑналӑк пек пысӑк ҫивиттипе витнӗ пысӑк грузовиксем, пӳрт пысӑкӑш хӑмпӑсем шӑвӑнаҫҫӗ урамсемпе, тӳпене те ҫав хӑмпӑсемех каркаласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине шурӑ тусем ҫине хӗллехи мӑран хӗвел тухнӑ-тухман, ӑшӑ ыйтса ӑна тархасланӑн, ял мӑрйисенчен тухакан шурӑ тӗтӗм юписем тӳпене пӑраласа шӑтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳпене пӗтӗмпех шупка пӗлӗт карса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ тӳпене юр пӗлӗчӗсем карса илессе ҫеҫ кӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳпене ҫумӑр пӗлӗчӗсем карса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Командир каласа та пӗтереймерӗ, тӳпене каллех нимӗҫ самолечӗсем хупӑрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарлака тӳпене хупласа, шавлӑ кураксем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ, тӳпери юлашки хӗвел пайӑрки сӳнсе ҫухалчӗ, унта-кунта ҫӑлтӑрсем шӑта-шӑта тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнӗ кун килет — хӑйӗн вӑйне ӗҫчен ачасене парас хавалпа тӳпене ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хӗвелӗ тӳпене пӑталансах ларнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Янкӑр кӑвак тӳпене ҫӑра хура пӗлӗт хупланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Хаҫатӑн юлашки номерне пичете хатӗрленӗ кун хӗвел тухаспа тӳпене хура чатӑр хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ашшӗпе амӑшӗ ҫывӑрма выртсан, мӗн пӗчӗкрен юратакан вырӑна, сарлака кантӑк янаххи ҫине хӑпарса ларчӗ, пин-пин сӑлтӑр чупакан хура тӳпене сӑнарӗ, тарӑн шухӑша путрӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Таҫта ҫитиех вӗҫсе ҫӗкленнӗ шӗшлӗ кайӑк тӳпене такам ывӑтса янӑ пӗчӗкҫеҫҫӗ те, анчах калама ҫук янӑравлӑ шӑнкӑрав пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӳпене тачӑ, тӑхлан евӗр йывӑр пӗлӗтсем хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех