Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑпринчен (тĕпĕ: тӑпра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аҫу-аннӳ тӑпринчен те пулин вӑтанасчӗ хуть.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Улӑп тӑпринчен иртнӗ пуйӑс.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Провинци тӗрми; унӑн тахҫанхи ҫӑри-уҫҫи; капӑррӑн кӑвакарнӑ стенисем, бойницӑна аса илтерекен чӳречисем, — ку ӑна ейкелентерет ҫеҫ: Шамполион халиччен Парижри, Лондонри, Нью-Йоркри тӗнче шайӗллӗ танатасенчен туха-туха тарнӑ; тӗслӗх ҫак тӗрмесем тасалӑхӗпе госпитальпе тан, лараканни — ниҫта кайса кӗрейменлӗхпе — вил тӑпринчен кая мар.

Провинциальная тюрьма с ее старомодными ключами, живописной плесенью стен и окнами, напоминавшими бойницы, смешила человека, ускользавшего из гигантских международных ловушек Парижа, Лондона и Нью-Йорка, — образцовых тюрем, равных чистотой госпиталю и безвыходностью — могиле.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вӑл хӑйне аса илӳпе тӗреклетрӗ; шанӑҫ пӗтнӗ кунсем Ашри вил тӑпринчен ҫӗкленсе Гнора хаяр вӑйӑ картипе ҫавӑрса хуптӗрлерӗҫ; тӗрӗслӗх ун енче.

Он укрепил себя воспоминаниями; бледные дни отчаяния, поднявшись из могилы Аша, грозным хороводом окружали Гнора; прав он.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Е вӑл хӗвел тухиччен вил тӑпринчен тухать, е пурнӑҫӑм манран пӑрахса кайичченех эпӗ ҫак тӑпраран хӑпмастӑп.

Или он встанет из могилы прежде, чем взойдет солнце, или я не оторвусь от этой земли, пока меня не оставит жизнь.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Капкай ӑна хам умра Урал тӑпринчен шӑратса турӗ.

Капкай прямо на моих глазах его из уральской руды выплавил и петли выковал!

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӑпринчен ӗнӗк шӑрши кӗрет.

Земля пахла гарью.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех