Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку вӑл — ӑмансем, тӑпран ҫиелти сийне ӑшӑнма тухнӑскерсем, ура сассине илтсе, шаларах тарса кӗреҫҫӗ…
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ӑна вӑрӑм кун-ҫулӗнче ҫил-тӑман та лӑсканӑ, ҫумӑр та ислетнӗ, ҫил-тӑвӑл та муталанӑ, аҫа-ҫиҫӗм те ҫунтарнӑ, вӑл пурпӗрех аптраса ӳкмен, хӑнк та сикмен, мӗншӗн тесен кӑпӑшка тӑпран техӗмлӗ те сиплӗ сӗткенне ӗмекен тымарӗсем паркаланса-тачкаланса тарӑнран тарӑна кайнӑ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл сарай тунӑ хыҫҫӑн юлнӑ вак чулпа тӑпран ҫиелти сийне кӗреҫине хырса метр-метр тӑваткал чухлӗ тасатрӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Япӑх чутласа якатнӑ хӗрес, кӑпӑшка тӑпран пысӑках мар тӗмески — вилнӗ хаклӑ ҫынни патне кӗртмен асаплӑ чарак.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Сулахай енче, купаланӑ тӑпран тепӗр вӗҫӗнче, пенӗ сасӑсене илтӗнми туса, кӗтмен ҫӗртен хӑватлӑн «ур-ра» кӑшкӑрни янӑраса каять.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ку вӑл тупӑ-пӑшалпа персе тӑни мар, чарусӑррӑн, кирек мӗне те пӗтерсе пӑрахмалла йӑтӑнса анакан вут, кӗрӗслетсе ваннӑ металпа ҫӳлелле ҫӗкленнӗ тӑпран хӑрушла ҫавраҫилӗ; телефонист пуҫӗ тӗлӗнче ҫак ҫавраҫил тискеррӗн ахӑрать те ӗнтӗ.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Фроська Алешӑна пӗр айккинелле тӗртсе чул ҫине тӑчӗ, вӑйӗпе кӗреҫи ҫине пусса тӑмлӑ тӑпран пысӑк чӑмаккине хӑйпӑтса илчӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак вырӑнсенчи тӑпран йӳҫӗклӗхне палӑртма тӑрӑшса пӑхар-ха.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Черетлӗ занятие ирттерме шӑллӗне хӑй пулӑшрӗ, ӑна тӑпран йӳҫеклӗхне пӗлмелли кӑткӑс мар меслет вӗрентрӗ.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Чул таткисем ҫиелти алӑ ҫине юлнӑ, ылтӑнпала хӑйӑр тӗпнелле аннӑ; чӳхеннӗ тӑпран иккӗмӗш пайӗ шывпа юхса тухнӑ, унтан вара ӑна ҫӗр ҫине тӑкнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗчӗк те ҫӑмӑл чечекӗн ытла та черченкӗ, хӗррисенче шупка хӗрлӗ чашкинчен хӗвел вӗрилентернӗ тӑпран анӑратса яракан тӑкӑскӑ шӑрши сӑрхӑнать.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл хӗрсе кайнӑ хура тӑпран вӗри варкӑшӗпе, хӗвелте выртса пӗтнӗ тем тӗрлӗ курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршисемпе сывларӗ, анчах та ҫумӑр ҫывхарни те сисӗнчӗ: Дон енчен тӑварсӑр нӳрӗ сывлӑш юхса килчӗ, чӗкеҫсем шӗвӗр юплӗ ҫуначӗсене ҫӗре перӗнтернӗпе пӗрех сывлӑша ҫурса ярӑнса ҫӳрерӗҫ тата инҫетре-инҫетре, сенкер тӳпе ытамӗнче, ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗ ҫывхарса ҫитнӗ аслатиллӗ ҫумӑртан аяккалларах вӗҫсе кайрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Малтанхи аслати кӗмсӗртеткелесе илет, хуторта йывӑҫсен кӳпчеме пуҫланӑ папкисен, ирӗлнӗ хура тӑпран уҫӑ шӑрши сарӑлнӑ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗвеллӗ кунсемпе йӗпе-сапа ҫанталӑка нимӗн шухӑшсӑр кӗтсе илсе, тӑпран пурнӑҫ кӳрекен сӗткенӗпе тӑранса, ҫил-тӑвӑлӑн вилӗмлӗ сывлӑшӗ айӗнче ҫакӑнпа килӗшнӗ пек лӑпчӑнса выртса, курӑк кӑна ҫӗр ҫинче ӳсет.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ирӗлнӗ хура тӑпран авалтанхи шӑршипе ҫамрӑк курӑкӑн ӗмӗр ҫӗнӗ шӑршине ҫӑран сӑрхӑнтаракан ҫеҫенхир, кӑштах симӗсленнӗскер, хӑйӗн пӑхса ытарма ҫук илемӗпе чуна эпеклесе илӗртрӗ.
XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӗрӗшнӗ ҫулҫӑсен, нӳрӗ тутӑх тӗсӗпе витӗннӗ тӑмлӑ тӑпран тата март уйӑхӗнчи юрӑн йӳҫенкӗ шӑршисене сапаласа, ҫурхи шухӑ ҫил пӗр кӗвӗллӗн вӑшӑлтатса вӗрет…
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Часах Кондратьев чарӑнса тӑчӗ, малалла кайнӑ трактора пӑхса ӑсатрӗ, хура тӑпран кӗрпеклӗ муклашкине алтупанӗ ҫине хучӗ, вара, ҫӗрнӗ тымарӑн ҫип пек ҫинҫе пайракисене пӑха-пӑха, хӑй патне Григорие чӗнчӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Никифор Васильевич утрав тӑрӑх утса тухрӗ: чавса кӑларнӑ йывӑҫсем вырӑнӗнче пур ҫӗрте те тарӑн мар шӑтӑксем, халь анчах кӑларнӑ тӑм тӑпран сарӑ куписем выртаҫҫӗ; вӑрмана, ӑҫта пӑхатӑн ҫавӑнта, кӗреҫесемпе чавса, кустӑрма йӗрӗсемпе чӗрсе пӗтернӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑш-пӗр чух повозкӑн тимӗр кӑшӑллӑ кустӑрмисем шӑн тӑпран ҫиелти сийне касса кӗрсе шурлӑхлӑ вырӑна путса лараҫҫӗ, лашисем вара, хӑрах турта ҫумӗнче тӗрткеленсе, повозкӑна аран-аран ҫеҫ типӗ ҫӗрелле туртса кӑлараҫҫӗ.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫакӑнта тӑпран.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
- 1
- 2