Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑваттӑмӗшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр, епле чурӑс этем вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ тӑваттӑмӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Пӗри те, тепри те, виҫҫӗмӗшӗ те, тӑваттӑмӗшӗ те вӗҫӗмсӗрех каласа кӑтартма пултарӗччӗ ун ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Виҫҫӗмӗш мӑшӑр, тӑваттӑмӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑваттӑмӗшӗ кӑна уҫҫӑнрах калаҫма хӑюлӑх ҫитерчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗмӗшне Урпаш тӑрӑхӗнче колхозсем йӗркеленӗ чух кулаксем ҫапса пӑрахнӑ, виҫҫӗмӗшӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ, тӑваттӑмӗшӗ ватти ҫитнипе чирлесе вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑваттӑмӗшӗ — патмар ҫан-ҫурӑмлӑ, ҫаврака пит ҫӑмартиллӗ Кукшанов.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Тыткӑнрисенчен пӗри — Асмантей, тепри — хӑшместӗр, виҫҫӗмӗшӗ — ирҫе ҫынни, тӑваттӑмӗшӗ — Укаслу ҫарне Саранск патӗнче пырса кӗнӗ вырӑс хресченӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш блогерӗсем чӑнах та пултаруллӑ, кашнийӗ ҫынсене хӑйевӗрлӗхӗпе илӗртет: пӗри илемлӗ видеопа, тепри хӑй тунӑ ӳкерчӗкпе, виҫҫӗмӗшӗ ӑслӑ шухӑшпа, тӑваттӑмӗшӗ сӑвӑсем ҫырса.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Ҫурла уйӑхӗн тӑваттӑмӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Виҫҫӗшне вӑл чиксе пӑрахнӑ, анчах тӑваттӑмӗшӗ хӑйне хыҫалтан пырса чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Тӑваттӑмӗшӗ «сӗрӗм тивнипе» вилсе кайнӑ.

Четвертый вскоре умер «от угару».

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑваттӑмӗшӗ, вӗсенчен ҫамрӑкрахскер тата ыттисенчен вичкӗнрехскер, тӑтӑшах хӑйӗнне хӑй картла вылять, ыттисене сахал укҫапа та пулин вӑййа хутшӑнма астарать, чӑн та, усӑсӑр.

Пятый, моложе их и более живой, чем остальные, часто играл в карты сам с собой, тщетно соблазняя других принять неразорительное участие.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тӑваттӑмӗшӗ пӗчӗк йывӑҫ валак евӗрскертен карӑнтарса ҫыхнӑ хӗлӗхе турткалать, пиллӗкмӗшӗ вара ал сыпписенчен ҫаврака тимӗр турилккесем тӑхӑнтартнӑ та вӗсене мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫапать.

Четвертый дергал струну, натянутую в деревянном желобе, а пятый, одев на запястья круглые железные тарелки, бил ими что есть мочи.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

«Ҫуркунне» ятлӑ ӳкерчӗкре пылчӑк ҫӑрӑлакан ҫулпа кӗрхи вӑрман сӑнланнӑ; «Ҫуллара» — юр кӗрчӗсен хушшинчи пӳрт; «Кӗркунне» ҫу уйӑхӗнчи ҫаран ҫинче ташлакан чечек пуҫ кӑшӑлӗллӗ ҫамрӑк хӗрарӑмсен кӳлеписемпе аптӑратать; тӑваттӑмӗшӗ — «Хӗлле» — вӗчӗрхенчӗк ҫынна чӑнлӑхпа ӑн хутшӑнӑвӗсем пирки шухӑшламашкӑн хистетех-тӗр, мӗншӗн тесен ҫак сӑнарлавра шӑрӑх кун тара ӳкнӗ мӑнтӑр ҫынна ӳкернӗ.

Картина, называвшаяся «Весна», изображала осенний лес с грязной дорогой; картина «Лето» — хижину среди снежных сугробов; «Осень» озадачивала фигурами молодых женщин в венках, танцующих на майском лугу; четвертая — «Зима» — могла заставить нервного человека задуматься над отношениями действительности к сознанию, так как на этой картине был нарисован толстяк, обливающийся потом в знойный день.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӗмелли пӗр алӑк тӑррине ҫапла ҫырнӑ: «Арҫын пурнӑҫӗн хӑйне евӗрлӗхӗсем», теприн ҫинче: «Тӗрлӗлӗхри кирлӗлӗхсем», виҫҫӗмӗшӗ ҫинче: «Еткерлӗх», тӑваттӑмӗшӗ ҫинче: «Темперамент» тата малалла та; кашни алӑк тӑрринчех — чее, йӑпанӑҫ сӑмахсем.

На одном входе было написано: «Особенности мужской жизни», на другом: «Потребности в разнообразии», на третьем: «Наследственность», на четвертом: «Темперамент» и так далее; каждый вход помечен был хитрой и утешительной надписью.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Февралӗн ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗ ыран тенӗ чухне, ҫӗрле, кӗрешӳ Пӗтӗм Российӑри советсен ӗҫтӑвакан комитетӗнче тапранса кайрӗ.

В ночь на двадцать четвертое февраля началась борьба во Всероссийском исполнительном комитете.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл вара хӗрӳллӗн чӑкӑлташланса хӑйсен хальхи вӑхӑтри юлташӗсен ҫитменлӗхӗсене — пӗри влаҫа ытларах юратнине, тепри чурӑсрах кӑмӑллӑ, виҫҫӗмӗшӗ — хӑюсӑр, тӑваттӑмӗшӗ ҫӑмӑлттайрах пулнисене — аса илчӗ те, влаҫа илнӗ хыҫҫӑн вӗсен ҫав енӗсем хӑрушла амаланса кайма пултарасси ҫинчен шухӑшларӗ.

И он в своей ревнивой и страстной придирчивости вспоминал о недостатках своих нынешних товарищей: о властолюбии одного, тяжелом характере другого, нерешительности третьего, легкомыслии четвертого — и думал о том, что после взятия власти эти черты способны развиться до уродливых размеров.

17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

1710 ҫулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче эпир сиен курмасӑрах Амстердама ҫитрӗмӗр, ҫул ҫинче пурӗ те тӑватӑ ҫын кӑна ҫухатрӑмӑр; виҫҫӗшӗ тӗрлӗ чирсемпе чирлесе вилчӗҫ, тӑваттӑмӗшӗ Гвинея ҫыранӗсем патӗнче бизань-мачта ҫинчен ӳксе тинӗсе путрӗ.

10 апреля 1710 года мы благополучно прибыли в Амстердам, потеряв в дороге четырех человек: трое умерли от болезней, а четвертый упал с бизань-мачты в море у берегов Гвинеи.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Виҫҫӗмӗшӗ те тӑваттӑмӗшӗ те ҫапла кӑшкӑрать…

Третий, четвертый…

XVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

1943 ҫулхи январӗн ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗ.

Двадцать четвертого января 1943 года.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех