Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тусӑмпа (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук пуҫне ырӑ шухӑш пырса кӗчӗ: «Микула патне тусӑмпа иксӗмӗр кайсан мӗнле-ши?

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир вара, савнӑ тусӑмпа, Келчечекпе, ялтан тухса тарас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ хамӑн тусӑмпа

Я с моим другом…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тусӑмпа сывпуллашас та…»

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каясчӗ тусӑмпа инҫе — Пулни-иртнисене ӑс мантӑр.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Хам та пӑртак систерӗп, Пинеҫ тусӑмпа уншӑнах урлӑ пулас мар.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Манӑн тусӑмпа ҫав хӗрарӑм упӑшки пите-питӗн тӗл пулаҫҫӗ.

Мой друг и муж этой женщины столкнулись лицом к лицу.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Унӑн сӑнӗ халӗ ют — тусӑмпа пӗрле пулнӑ чухнехине кӑштах кӑна аса илтерет.

Лицо ее было чужим, слабо напоминающим то, которое принадлежало ему.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Акӑ татӑклӑ кун ҫитсе тӑрать: хӗрарӑм умӗнче суйлав — манӑн тусӑмпа алла-аллӑн утмалла-и — унӑн пурнӑҫӗ вара пӳлӗмӗн тӑватӑ стени хушшинче кӑна; ҫурхи ейӳ евӗр пурӑнмалла-и — хитрен те кал-кал, лӑпкӑн, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫакланакан мӗн пур кӑмӑлне тивӗҫтерсе.

Пришли дни, когда перед ней поставлен был выбор — идти рука об руку с моим другом, все имущество которого заключалось в четырех стенах его небольшой комнаты, или жить, подобно реке в весеннем разливе, красиво и плавно, удовлетворяя самые неожиданные желания.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Сире хамӑн тусӑмпа паллаштарма ирӗк парсамӑр: Джис — Аспер.

 — Позвольте представить вам своего друга: Джис — Аспер.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Тусӑмпа

Над приятелем…

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл мана пӗртен-пӗр аллипе ачашшӑн ыталаса илчӗ те, эп ӑна хам кунта мӗнле лекни ҫинчен, тусӑмпа иксӗмӗре ҫеҫенхирте, Кальмиус шывӗ хӗрринче, мӗн пулни ҫинчен нумайччен каласа патӑм.

Он узнал меня, ласково обнял единственной рукой, и я долго рассказывал ему, как попал сюда и что случилось со мной и моим другом на берегу речки Кальмиус.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тусӑмпа чун-чӗререн калаҫни

Задушевный разговор с моим другом

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хам савса юратакан Дмитри тусӑмпа — тепӗр чухне эпӗ ӑна, хам кӑна илтмелле, ытарайми Митя тетӗп — калаҫнӑ чухне ырӑ ӗҫсем тума шухӑшланисем ман туйӑма мар, ӑсӑма кӑна килӗшрӗҫ-ха.

Те добродетельные мысли, которые мы в беседах перебирали с обожаемым другом моим Дмитрием, чудесным Митей, как я сам с собою шепотом иногда называл его, еще нравились только моему уму, а не чувству.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сире хамӑн тусӑмпа — Василий Семёныч Зыковпа паллаштарма ирӗк парсамӑр.

Позвольте вам познакомить моего друга — Василий Семеныч Зыков.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Ҫула май, тусӑмпа чӑтма ҫук тӗл пулас килнӗ кӑмӑла пула, эпӗ Нехода тӑракан землянкӑна кӗрсе тухрӑм.

По пути, повинуясь неудержимому желанию встретиться с другом, я завернул в землянку Неходы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Т. хулинчех юлнӑ пулсан аванрах пулмасчӗ-ши мана хам тусӑмпа, Наташӑпа, вӑхӑт ирттернӗ пулӑттӑм…

Не лучше ли было мне оставаться в уланском полку в городе Т., проводить время с моим другом Наташей…

13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫакӑнта эпӗ хамӑн тусӑмпа пирӗн военно-революционнӑй пурнӑҫа пир ҫине краскӑпа ҫырса пыракан Казимир Табельчукпа тӗл пултӑм.

Встретился я тут со своим другом, Казимиром Табельчуком, рисующим масляными красками картины нашей военно-революционной жизни.

Пулеметчик Живоног Ҫурҫӗр Черниговщинӑри Заречное ялне ашшӗ патне янӑ ҫыру // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

— Атте, — терӗ вӑл, — хӑвна хамӑн ырӑ тусӑмпа, Базаровпа, паллаштарма ирӗк пар-ха ӗнтӗ.

— Папаша, — сказал он, — позволь познакомить тебя с моим добрым приятелем, Базаровым.

II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Манӑн чунӑм уҫӑлатчӗ — эпӗ унпа ӑслӑ тусӑмпа, кӑмӑллӑ вӗрентекенӗмпе калаҫнӑ пек калаҫаттӑм… унтан вӑл мана ӑнсӑртранах пӑрахса каятчӗ, алли каллех мана аяккалла сиретчӗ — ачашшӑн та ҫемҫен пулин те, ҫапах сиретчӗ.

Душа моя раскрывалась — я болтал с ним, как с разумным другом, как с снисходительным наставником… потом он так же внезапно покидал меня — и рука его опять отклоняла меня — ласково и мягко, но отклоняла.

VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех