Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Туртмалли сăмах пирĕн базăра пур.
Туртмалли (тĕпĕ: туртмалли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл сӑмсапа туртмалли тапак пек, йӳҫӗ шӑршӑллӑ темле курӑк пуҫне татса илчӗ, ӑна ывӑҫ тупанӗ ҫинче шӗкӗлчерӗ те тӗлӗрсе выртакан Тимка Колечкинӑн сӑмси шӑтӑкне сапрӗ.

Петька нарвал едких, как нюхательный табак, головок какой-то травы, растер их на ладони и сунул в нос задремавшему Тимке Колечкину.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир тата Федьӑпа иксӗмӗр алӑпа туртмалли культиватор шутласа кӑларатпӑр!

Мы еще с Федей ручной культиватор изобретаем!

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗттӗм пула пуҫласанах эпӗ казака чей вӗретме хушрӑм, ҫурта ҫутса ятӑм та, ҫул ҫинче туртмалли чӗлӗмӗпе тивретсе, сӗтел умне пырса лартӑм.

Только что смеркалось, я велел казаку нагреть чайник по-походному, засветил свечу и сел у стола, покуривая из дорожной трубки.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Туртмалли пӳлӗмсем пур-ҫке ӗнтӗ…

Ведь есть же курилки.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Туртмалли вӗсен нумай тата тӗрлӗ йышши пулнӑ: фабрикӑра тунӑ ахаль махорка та, Сухумири йӑваш табак та, Пенза патӗнче килте лартса ӳстернӗ табак та, «Путина» ятлӑ пирус та, унсӑр пуҫне тата тӑшманран тытса илнӗ трофейлӑ пӗчӗк сигарӑсем те пулнӑ, анчах вӑл сигарӑсене разведчиксем юратман, вӗсене нимӗн те ҫук чухне ҫеҫ туртнӑ, туртсан та йӗрӗннӗ.

Курево имелось в большом количестве и самых разнообразных сортов: и простая фабричная махорка, и пензенский самосад, и лёгкий сухумский табачок, и папиросы «Путина», и даже маленькие трофейные сигары, которые разведчики не уважали и курили в самых крайних случаях, и то с отвращением.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Иртнинче районти пӗр яла кайсан самаях ватӑ старикпе карчӑк урамра иккӗн туртмалли савапа хӑма саваланине куртӑм.

Недавно поехав в одну районную деревню, увидел на улице довольно пожилых старика и старуху, вдвоем строгающих рубанком доску.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Тайга ҫинчен те нимӗнех те пӗлместӗн эсӗ, — пурттине пӗрене пуҫне тӑрӑнтарчӗ те Ҫимун, тапак туртмалли вырӑна кайса, чӗлӗмне кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Камӑн кӗсйинче мӗн ҫимелли, туртмалли пулни йӑлтах пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑпа туртмалли пӑчкӑ вырӑнне механически пӑчкӑсемпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ.

Вместо ручной пилы все чаще применяется механическая пила.

Вӑрман хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Туртмалли пур-и сан? — хуллен ыйтрӗ пӗри, ун умнерех пырса.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ӗҫ чӑрмавсӑр пынӑ чухне трактористпа машинист чӗлӗм туртмалли вырӑна каятчӗҫ те, сарӑ тусан айӗнчи итем ҫине пӑхнӑ мӗн, калаҫса ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Халь ӗҫне пӗтерчӗҫ курӑнать те, айккинерех кайса, хӑма купи ҫине ларчӗҫ, туртмалли кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Туртмалли тупӑнать-и? — хуравлас вырӑнне ыйтрӗ вӑл хӑйӑлтатакан ҫинҫе сассипе.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Заводра та ларма-тӑма пӗлмесӗр ӗҫлесе ҫӳретӗп эпӗ, хӑш-пӗрисем пек чӗлӗм туртмалли вырӑн еннелле куҫ суса тӑмастӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Туртмалли мӗн пур сирӗн?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ухмах ӗҫе юратать тенӗ пек, ӗҫле вара эс ашакла, туртмалли пар-ха, — Гаврилов Андрей умне пычӗ Корнеев, — субботника тухатӑн-и эсӗ?

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Туртмалли парӑр-ха! — Ревлен Петрович патне пӗр вӑтӑрсене ҫывхаракан электрик пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ахӑртнех, унӑн туртмалли пур пулас.

Видно, там имеется курево.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Туртмалли парӑр малтан, эпӗ табак ҫук пирки чӗлӗм чӑпӑкне те тураса туртса ятӑм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Чӗлӗм туртмалли ҫук пуль сан?»

Есть закурить?

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех