Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Акӑ эсӗ хӑв пӗлмен халӑха чӗнсе илӗн, вара сана пӗлмен халӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, Израиль Святойӗшӗн сан патна васкӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сана мухтава кӑларнӑ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, эсӗ айӑпӗ е урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пур вӑкӑр е сурӑх ан кӳр: Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, вӑл йӗрӗнчӗк ӗҫ пулӗ.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗтем ҫинчи ӗҫӳпе юхтаркӑчри ӗҫӳ пуҫтарӑнса кӗрсессӗн, эсӗ ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ ту; 14. вара уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 15. [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫичӗ эрне шутласа ил; ҫичӗ эрнине шутлама вырмара ҫурла хывнӑ кунран пуҫла; 10. ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ эрне уявӗ ту, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура мӗн чухлӗ памаллине кӑмӑлу хушнӑ таран, вӑю ҫитнӗ таран пар; 11. савӑн вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче, Вӑл Хӑйӗн ятне асӑнма суйласа илнӗ вырӑнта ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 12. ан ман, эсӗ Египетра чура пулса пурӑннӑ, ҫакӑ йӗркесене уяса, пурӑнӑҫласа тӑр.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн ятне пуҫҫапма Хӑй суйласа илнӗ вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхран Пасха пус.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авив уйӑхне уяса тӑр, Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, Пасха ту, мӗншӗн тесессӗн авив уйӑхӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ҫӗр варринче Египетран илсе тухнӑ.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ мӗнле каҫармалла: кирек кам та, ҫывӑх ҫыннине кивҫен панӑ пулсассӑн, парӑма каҫартӑр, ҫывӑх ҫынран е тӑванӗнчен шыраса ан илтӗр, мӗншӗн тесессӗн каҫарассине Ҫӳлхуҫашӑн [санӑн Туррушӑн] тума хушнӑ; 3. ют ҫӗршыв ҫыннинчен шыраса ил, тӑванна мӗн панине пурне те каҫар.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пӑхӑнтарма каякан халӑхсене Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сан умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, ҫапла эсӗ вӗсен ҫӗрне илсе ҫавӑнта вырӑнаҫса тӗпленсессӗн, 30. сыхлан вара, ҫав халӑхсене хӑвӑн умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, санӑн вӗсем хыҫҫӑн кайса серепене лекмелле ан пултӑр, «ҫак халӑхсем хӑйсен туррисене мӗнле пӑхӑнса тӑнӑ, эпӗ те ҫапла тӑвам» тесе вӗсен туррисене шырамалла ан пултӑр; 31. Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, апла ан ту, вӗсем хӑйсен туррисемшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнрен йӗрӗннине, Вӑл мӗне курайманнине туса тӑраҫҫӗ: туррисемшӗн вӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтараҫҫӗ.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен туррисенӗн кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр; вӗсем ҫинчи кӗмӗле е ылтӑна илме ан шутла: ку вӑл саншӑн серепе пулса ан тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, ирсӗр япала; 26. ирсӗр япалана хӑвӑн килне илсе ан кӗр, ун пек тупаланмалла ан пултӑр; унран пӑрӑн, унран йӗрӗнсе тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — пӗтермелле тупаланӑ япала.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, шӑматкуна уяма астуса тӑр; 13. ултӑ кун ӗҫле, хӑвӑн пур тӗрлӗ ӗҫне туса тӑр, 14. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑматкун пултӑр: [вӑл кун] эсӗ ху та, ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхӳ те, ютран килнӗ ҫын та, сан патӑнта пурӑнаканскер, нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, санӑн арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччӑр; 15. ан ман, [эсӗ] Египет ҫӗрӗнче чура пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе сана унтан илсе тухнӑ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана шӑматкуна уяса, [упраса тӑма] хушнӑ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Шӑматкуна уяма астусах тӑр; 9. ултӑ кун ӗҫле, [ҫав кунсенче] хӑвӑн мӗнпур ӗҫне ту; 10. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑмат пултӑр: ҫавӑ кун эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ] выльӑху-чӗрлӗхӳ те, санӑн ҫуртӑнта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре, тинӗсе тата унта мӗн пуррине пурне те ултӑ кун хушши пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ тунӑ; Ҫӳлхуҫа шӑматкуна ҫавӑнпа пилленӗ, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1