Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗллеве пурнӑҫлама ҫакӑн пек ӗҫсем туса ирттерме тиврӗ: пӗрремӗшӗ -ҫӗршыври музейсене ҫитсе тата Атӑлҫи-Уралҫум талккӑшӗнче ятарлӑ экспедицисем ирттерсе паха тум пуххисене тата ҫи-пуҫ таврашне сӑн ӳкерсе илтӗмӗр; иккӗмӗшӗ ⎼ тӗрлӗ йышши тумсен йӗрки-шывне палӑртса вӗсен сӑнарлӑ тытӑмне тишкертӗмӗр; виҫҫӗмӗшӗ ⎼ архивсемпе музейсенче чӑваш тумӗн авалхи фото-ӳкерчӗкӗсене тата унпа ҫыхӑннӑ ӳнер хайлавӗсене тупса палӑртрӑмӑр; тӑваттӑмӗшӗ ⎼ халӑх тумӗ паян мӗнле лару-тӑрура пулнине тата аталану туртӑмне тӗпчерӗмӗр.
Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ялти корчмасем евӗр тунӑ пӗчӗкрех ресторанра сӗтел хушшинче тӑракан хӗвелпе пиҫнӗ, штатски тум тумланнӑ, шлепкисем ҫине виҫӗ тӗслӗ лента ҫыпӑҫтарнӑ партизансем, мундирсем тӑхӑннӑ пӑлхавҫӑсем тата вӗсемпе ларакан ҫар тумне е халӑх тумне тӑхӑннӑ хӗрсем пире, Совет Ҫарӗн тумтирне тӑхӑннӑ ҫынсене, курсанах, ларнӑ вырӑнсенчен тӑрса, нумайччен «Хӗрлӗ Ҫар» тата «Руда Армада» тенӗ сӑмахсене сыпӑклӑн, татӑклӑн каласа кӑшкӑрчӗҫ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Вӗсен авалхи тум иленкине ку чухнехи ҫи-пуҫ ҫине ал-хапӑл куҫарса хунипе ҫырлахмалла мар, халӑх тумӗн илемӗпе сӑнарлӑхне лайӑх пӗлмелле, несӗллӗхне тӗшмӗртмелле, аталану туртӑмӗсене чухламалла.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Авалхи евӗрлӗ тумсене калӑпланӑ чухне вӑл халӑх хавалне тата этноушкӑнсен капӑр тум уйрӑмлӑхӗсене шута илнӗ.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Вӗсем халӑх ӑсталӑхӗн палӑкӗсем: музейра упранакан е халӑхра сыхланса юлнӑ тум пӗрлӗхӗсем, илемлӗхпе палӑрса тӑракан тавраш-тевреш (пуҫ тумӗсем, капӑрсем т. ыт. те), ҫи-пуҫ е тӗрӗ пайӗсем.
Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ятарлӑ тум, вилӗмрен сыхлакан тум тӑхӑннӑ ҫынсем хӑрушӑ инкеке хирӗҫ ҫӗкленнӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Милици тумӗпе вӑл, анчах ҫав тум, ахаль милиционерсеннипе танлаштарсан, ҫутӑрах та якарах.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑй вӑл нимӗҫ унтер-офицерӗн тумне тӑхӑннӑ, кӗлетки ҫинче ку тум унӑн тӑп-тӑп ларать, уринче — нимӗҫсен кӗске те сарлака кунчаллӑ атти.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Милици тумӗпе мар тесе иккӗленме ҫук, мӗншӗн тесен ун чух вӗсен ятарлӑ тум пулман-ха.А что не по форме одеты, так тогда милицейской формы ещё не водилось.
Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Симфони оркестрӗн концертне итлеме тӗксӗм тум тӑхӑнса каймалла, эстрада концертне итлеме ҫутӑ, тӳрех куҫ тӗлне ӳкекен тум та вырӑнлӑ.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пысӑк, хӑтлӑ пӑрахут-теплоходсем ҫинче тумтире кунне темиҫе хут та улӑштараҫҫӗ: апат ҫиме пӗр тум, тӗрлӗ спорт вӑййисем валли — тепӗр тум.На большом комфортабельном судне переодеваются несколько раз в день — к обеду, к ужину, к спорту.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
— Мӗншӗн тесен Мери Джейн малашне хурлӑхлӑ хура тум тӑхӑнма тытӑнать, пӳлӗмсене типтерлекен негр хӗрарӑмне кӗҫех ҫак тумсене арчана е урӑх вырӑна илсе хума хушать.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗркун чарӑннӑ хулара эпир пурте ҫӗнӗ тум туяннӑччӗ; король вӗр-ҫӗнӗ тум тӑхӑнчӗ, мана та тумланма хушрӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Наталья чиркӗве тӑхӑнса кайма мӗнле тум таврашне суйласа илме аптраса тӑрать пулӗ, тесе шутларӗ те Лукинична, тӑван амӑшӗн уҫӑ кӑмӑлне палӑртса, хӑйӗн тумне тӑхӑнма сӗнчӗ:Лукинична подумала, что Наталья колеблется в выборе наряда, и с материнским великодушием предложила:
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
44. Ҫакӑнта мӗн каланине никам та — халӑх та, священниксем те — ан улӑштартӑр, Симон сӑмахне хирӗҫле тума, вӑл хушмасӑр ҫӗршывра пуху пухма, хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнма, ылтӑн тӑха ҫакса ҫӳреме ирӗк ан пултӑр.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫынна: «кустӑрмасем хушшинчен, херувимсен хушшинчен вут-кӑвар ил» тесе хушсассӑн, лешӗ ҫавӑнта кӗрсе кустӑрма патне пырсассӑн, 7. херувимсен хушшинчи пӗр херувимӗ аллине херувимсен хушшинчи вут-кӑвар енне тӑсрӗ те ӑна, ывӑҫпа ывӑҫласа илсе, йӗтӗн тум тӑхӑннӑскере пачӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чаплӑ патша пуканӗ ҫинче лараканран пуҫласа ҫӗр ҫумӗнчен, тӑпра ӑшӗнчен хӑпайман ҫын таранччен, 4. хӗрхӗлтӗм тум тумланса, пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳрекенрен пуҫласа шӑлапир тумпа ҫӳрекен таранччен — 5. пурте вӗчӗхеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ, вилӗмрен сехӗрленеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, ҫывӑрма выртнӑ вырӑнӗ ҫинче те вӗсен ӑсне тӗлӗк аташтарать.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей хуйхӑ тумне хывса урӑххи тӑхӑнтӑр тесе, вӑл ун патне тум ӑсаттарнӑ.И послала одежды, чтобы Мардохей надел их и снял с себя вретище свое.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Давид виссон тум тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫавӑн пекех Турӑ саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсем те, юрӑҫӑсем те, кӗвӗ калакансемпе юрӑҫӑсен пуҫлӑхӗ Хенания та ҫавӑн йышши тумпах пулнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.