Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Туллирех (тĕпĕ: Тулли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хулӑнрах та, кӑкӑрӗсем ҫулне кура мар туллирех.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнтӗ пирӗн савӑнӑҫ тата туллирех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑнӳкерчӗксем, картинӑсем, ентешӗсен парнисем унӑн сӑнарне тата туллирех курма май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Маюкран вӑл виҫ-тӑватӑ ҫул ҫамрӑкрах, кӗлеткипе — ҫӳллӗрех те туллирех.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пӗр вырсарникун, кӑнтӑр ҫитеспе, палата алӑкне йӗрӗлче пек ҫаврака пӗчӗк туталлӑ, туллирех кӗлеткеллӗ хӗрарӑм уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сан ҫинчен туллирех кӗлеткеллӗ хӑтлӑ хӗрарӑм, куҫӗ ун ҫамрӑк чухнехи пекех кӑн-кӑвак тесе ҫырма пулать».

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн кӑштах туллирех пулмалла — кӑкӑрӗ тата ытти-хытти кӗпине ҫӑтӑр-ҫӑтӑр карӑнтарччӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Туллирех тӑрӑхла пит ҫӑмартийӗ яп-яка, пӗркеленчӗк таврашӗ ҫук, ҫӑка хуппи тӗслӗ хӑмӑр хулӑн пуҫӗнче те кӑвак пӗрчӗсем курӑнсах каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Альбина Фомина староста вӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет, тӑван тӑрӑхне илемлӗрех, ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвассишӗн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Пушкин вӗсене шӑп кӑна ҫакӑн пек самантра ҫырнӑ пулас, анчах унӑн туйӑмӗсем тарӑнрах, туллирех пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Туллирех кӗлеткеллӗ пулин те мамӑк пек ҫӑмӑлланнӑскер кӑлтӑрмачран хӑвӑрт ҫаврӑнать, пӗрне — ураран, тепӗрне алран сӗртӗнсе илет.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӑрӑс пӳ-силлӗ, туллирех кӗлетки шуххӑн та ҫӑмӑллӑн авкаланать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Паланов, аллӑран иртнӗ туллирех кӗлеткеллӗ арҫын, чалӑшшӑн уҫнӑ сарӑ ҫӳҫне аллипе темлерех сӑтӑрчӗ те, хӑмӑр костюмӗ ҫине шурӑ лӗкӗ тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хуп-хура ҫинҫе куҫ харши, авкаланчӑк ҫӳхе тути, чӑлтӑр-чӑлтӑр ҫиҫекен пысӑк куҫӗ, туллирех хӗрлӗ питҫӑмарти — пурте килӗшӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Альбина, фельдшер пунктӗнче санитаркӑра ӗҫлекен туллирех кӗлеткеллӗ кӑвак куҫлӑ хӗр, кӳршӗ ялти Илюша май уйӑхӗнчех, лешӗ ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑнах, куҫ хывнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ хӗрарӑм ҫӗрлехи сменӑра мана хулӑм ҫи-пуҫ тӑхӑннӑран ытлашши мӑнтӑркка пек курӑннӑ пулас — вӑл, туллирех ӳтлӗ пулин те, хӑтлӑ пӳ-силлӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӑна, туллирех кӗлеткеллӗ лутра хӗрарӑма, Испуханов тӑваттӑмӗш ҫул пӗлет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл ҫап-ҫамрӑк мар, хӗрӗх урлӑ каҫнӑ туллирех кӗлеткеллӗ арҫын, хырӑмӗ те кӑштах палӑрать, кунсӑр пуҫне алра чӑматан тата, ҫавна май Моляков перекет кассин ҫурчӗ тӗлне ҫитиччен тарламах, ӑшша пиҫмех ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Пичӗ тата туллирех пултӑр!

И чтоб щечки у него были потолще.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лавр ун ҫине сӑнарах пӑхрӗ: хӗрарӑм вӑтам пӳллӗ, кӑшт туллирех кӗлеткеллӗ; хура каракуль дохапа, кӑвак ҫӑм калпакпа, ҫӳллӗ кунчаллӑ ӑшӑ пушмакпа.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех