Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Теприсемпе (тĕпĕ: теп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теприсемпе ялхуҫалӑхӗнче вӗсем сутҫанталӑкра мӗнле пулнӑ, ҫаплипех усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран вӑрмансем, ҫарансем.

Другие используются для сельского хозяйства в природном виде, например леса, луга.

Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем, пӗр трубкӑна хунӑ-хуманах теприне илсе, е кӗскен те татӑклӑн хуравлаҫҫӗ, е сӑмаха тимӗр ҫивитти ҫине ҫумӑр тӑкӑннӑ пек сапа пуҫлаҫҫӗ; пӗрисене ӳкӗтлеҫҫӗ, теприсемпе ятлаҫсах каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсен сассине илтнӗ-илтменех йӑлтӑр ҫуталаҫҫӗ, — кампа мӗнле пуплесси ыйтӑва еплерех татса панинчен, ӗҫ тухнипе тухманнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурин шӑпи те пӗр пек килмест, ҫулсем иртнӗҫемӗн пӗрисене чир-чӗр хавшатать, иккӗмӗшсем ҫывӑх ҫыннисене ҫухатаҫҫӗ, теприсемпе пӗр-пӗр инкек сиксе тухасси те пулать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Хӑш-пӗр чӗлхесемпе темиҫешер миллион ҫын калаҫать пулсан, теприсемпе калаҫаканнисен йышӗ пиншер кӑна шутланать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑш-пӗр дисциплинӑсене тарӑннӑн шӗкӗлчеҫҫӗ пулсан, теприсемпе базовӑй вӗренӳ витӗр тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Теприсемпе вара ҫав хум турпаспа вылянӑ пек вылять, хӑш чухне ҫурмаран та ваклать.

А другие бросает, как щепку, и даже разламывает пополам.

Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Пӗр кун хушшинче вӑл кунта хӑш-пӗрисемпе туслашма та, теприсемпе харкашса илме те ӗлкӗрнӗ.

За сутки он успел уже кое с кем подружиться и кое с кем поссориться.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кашнинпех ял ҫыннисене, теприсемпе район, республика халӑхне паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех