Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ, куратӑр-и ӗнтӗ: эпӗ те ҫакна ӗненетӗп, — хушса хучӗ Ольга: — Эхер те ку ҫавӑн пек мар пулсан, эпӗ, тен, сире юратма пӑрахӑп; тен, йӑнӑша пула манӑн чӗре ыратӗ, тен, эпир уйрӑлатпӑр!..
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Староста хӑратакан инкексем ҫитесси инҫе-ха», шухӑшларӗ вӑл: «унччен нумай улшӑну пулӗ-ха: тен, ҫумӑр ҫуса тырӑсене пулӑшӗ, тен, староста куланай пухса пӗтерӗ; тен, тарнӑ хресченсене «хӑйсем пурӑннӑ ҫӗре каялла тавӑрӗҫ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, вӑл паян каҫхине каять, тен, ыран, тен, пӗр эрнерен е иккӗрен.Может быть, сегодня вечером, может быть, завтра, может быть, через неделю или две.
Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Кунтан, тен, атавизм явленийӗ, этем сӗм авалхи аслашшӗ, обществӑллӑ чӗрлӗх пулсах ҫитмен пирки, хӑйӗн ҫӗр шӑтӑкӗнче пӗр пӗччен пурӑннӑ чухнехи вӑхӑт патнелле каялла тавӑрӑнса кайни пулӗ, тен тата, ку просто этем характерӗн тӗрлӗ енӗсенчен пӗри кӑна пулса тӑрать, — кам пӗлет?
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Тен, генералӑнах-и тен… — терӗ ҫынсем илтмеллех шухӑшланӑ хыҫҫӑн городовой.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Хӑшӗ хуйхӑллӑн — эх! — тесе кӑшкӑрса ярать те, куҫне хупса юрла пуҫлать; тен, ӑна сасӑсен сарлака хумӗ — таҫта аяккалла илсе каякан ҫап-ҫутӑ хӗвеллӗ аслӑ ҫул пек туйӑнать пуль, тен, ҫав ҫулпала вӑл хӑй утнине курать пуль…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ирӗк пар мана ун ҫине пӑхса илме, тен вӑл часах вилӗ… тен, сана та ыранах вӗлерӗҫ… аннӳ татӑлса йӗрӗ, ҫапла вӗт?
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Тен пулӗ те, тен ун чухлех те пулмӗ…
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
— Тен, ку ытлашши ӗмӗтленнӗрен пуль: — эсӗ ытла чӗрӗ… тен, санӑн ҫавнашкал вӑхӑт ҫитрӗ пуль… — хӑй тӗллӗн калаҫнӑ пекех, ҫурма сасӑпа каласа пӗтерчӗ Штольц.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, вӑл хӑй ҫине ҫапла тӑшманла пӑхнисен чӑн пӗлтерӗшне ӑнланайман, тен, мӑнкӑмӑллӑха пула вӗсене вырӑна хуман.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Нумайӑшӗсем хӑйсем мӗн кӑмӑлланине те пӗлмеҫҫӗ, ӑна тума шут тытсан та, тен, кирлӗ, тен, кирлӗ мар, тесе сӳрӗккӗн тӑваҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тен, эпӗ те вӑхӑт ҫитсен тӳссе ирттерӗп, тен, манӑн та, сирӗнни пек, ҫавнашкал хавхаланусем пулӗҫ, сирӗнпе тӗл пулсан, ҫавӑн пекех пӑхӑп, чӑнах та хам умра эсир пулнине ӗненмӗп….
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, ача сӑмахсене те аран-аран кӑна каланӑ пулӗ-ха, тен, пачах та калама пултарайман пулӗ, утайман та пулӗ, пур япаласем ҫине те, ҫитӗнсе ҫитнисем каланӑ пек, айванла, тӗлӗнса кайса, ачалла пӑхнӑ пулӗ, вӑл ун чухнех хӑй таврашӗнче пулса иртекен япаласен пӗлтерӗшне тата вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑнине ӑнланнӑ пулӗ, анчах ун ҫинчен хайне те, ыттисене те шарламан.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, ӑна пытарма кайнӑ чух ҫеҫ пӗр-пӗр иртен-ҫӳрен ун ҫине пӑхса илӗ, вара ҫак паллӑ мар ҫынна пирвайхи хут тивӗҫлипе хисеплӗ — пилӗк таран пуҫ тайӗ; тен, мӗнле те пулин пӗлесшӗн ҫунан этем, пытарма каякансен умне чупса тухса, вилнӗ ҫыннӑн ятне ыйтса пӗлӗ те ҫийӗнчех манса кайӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильичӑн пичӗ хӗрлӗ те мар, кӗре те мар, шуранка та мар — нимле те мар, тен, ку Обломов ҫамрӑклах шыҫмакланнӑран ҫапла пулӗ: сахал ҫӳренӗрен-и е сывлӑш ҫитменрен-и, тен, вӑл та, ку та пулманран пулӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ май Крылова хӑй ҫынсенчен нумайӑшне таҫта курнӑ пек туйӑннӑ: тен, Балтика заводӗнче, тен, «Петропавловск» линкор ҫинче…
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тен, Макаров пек те пултарӑп, тен, путнӑ карапсене ҫӗклесе кӑларма вӗренӗп.Может быть, смогу, и как Макаров, а может, сумею поднимать корабли со дна моря…
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Халӗ, тен, вӑл гаолян ашӗнче ларать, японецсем, тен, ун ҫине снарядсене тултаракан вут хыпмалли япаласемпе переҫҫӗ.Очень возможно, в это время он сидел в гаоляне, а японцы стреляли в него шимозами.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Пӗр ҫул, икӗ ҫул кӗтеҫҫӗ, тен, вӑл тахҫанах вилсе выртнӑ пуль, тен, унӑн тӗлли-палли те ҫухалнӑ пуль, вӗсем пур ҫаплах кӗтеҫҫӗ.— И год ждут, и два, он, может быть, и умер давно, и следа не осталось, а они всё ждут.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чим-ха, карчӑкӑм, — тенӗ вӑл, — ан васка, тен, ку йывӑр самант мар пулӗ-ха, тен, малашне тата йывӑртарах килӗ.— Погоди, жена, не торопись, может, то еще не крайний случай, может, нам еще хуже придется.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950