Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тасамарлӑхран (тĕпĕ: тасамарлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав кӗнекесем ман чуна чухӑн та йӳҫӗ пурӑнӑҫран тӑрса юлнӑ тасамарлӑхран ҫуса тасатрӗҫ: эпӗ лайӑх кӗнеке вӑл мӗн иккенне тулса илтӗм, вӑл маншӑн пит кирлине те ӑнлантӑм.

Эти книги вымыли мне душу, очистив её от шелухи впечатлений нищей и горькой действительности; я почувствовал, что такое хорошая книга, и понял её необходимость для меня.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тасамарлӑхран вӑл, — пӳлсех каларӗ Обломов.

— Это от нечистоты, — перебил Обломов.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Рита Терехова тӗлӗнмелле сӑмахсем каларӗ: «Тулаш тасамарлӑхран ан хӑра — шалти тасамарлӑхран хӑра».

Рита Терехова удивительные слова сказала: «Не бойся внешней грязи – бойся внутренней».

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

21. Пирӗн мухтавлӑ Аслӑ Священникӑмӑр Турӑ ҫуртне пӑхса тӑрать, 22. таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе, чун-чӗремӗре пур тасамарлӑхран та тасатса, ӳтӗмӗре таса шывпа ҫуса ҫавӑнта ҫывӑхарар, 23. хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен эпир пӗр иккӗленмесӗр, уҫҫӑн калатпӑр, мӗншӗн тесессӗн Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ.

21. и имея великого Священника над домом Божиим, 22. да приступаем с искренним сердцем, с полною верою, кроплением очистив сердца от порочной совести, и омыв тело водою чистою, 23. будем держаться исповедания упования неуклонно, ибо верен Обещавший.

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗтӗм тасамарлӑхран тата юлашки усаллӑхран хӑпса, хӑвӑр чунӑра ҫӑлма пултаракан, хӑвӑра вӗрентекен сӑмаха йӑвашланса хапӑл илӗр.

21. Посему, отложив всякую нечистоту и остаток злобы, в кротости примите насаждаемое слово, могущее спасти ваши души.

Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Пире ун ҫине пӑхма та йывӑр: унӑн пурӑнӑҫӗ ыттисен пурӑнӑҫӗ пек мар, унӑн ҫулӗ-йӗрӗ те урӑхла: 16. пире вӑл киревсӗр тесе шутлать те пирӗн ҫулран тасамарлӑхран пӑрӑннӑ пекех пӑрӑнать, тӳрӗ ҫынсен вилӗмне телейлӗ вилӗм вырӑнне хурать, чапшӑн ҫунса, Турра хӑйӗн ашшӗ теет.

15. Тяжело нам и смотреть на него, ибо жизнь его не похожа на жизнь других, и отличны пути его: 16. он считает нас мерзостью и удаляется от путей наших, как от нечистот, ублажает кончину праведных и тщеславно называет отцом своим Бога.

Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех