Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тайӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Тайӑн (тĕпĕ: тайӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тайӑн пуҫӑм!

Склони голову!

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

2. Вӗсен пурӑнӑҫне ан шан, вӗсен йышӗ ҫине ан тайӑн.

2. Не надейся на их жизнь и не опирайся на их множество.

Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку; 7. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп; 8. Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук; 9. Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.

6. И сказал Соломон: Ты сделал рабу Твоему Давиду, отцу моему, великую милость; и за то, что он ходил пред Тобою в истине и правде и с искренним сердцем пред Тобою, Ты сохранил ему эту великую милость и даровал ему сына, который сидел бы на престоле его, как это и есть ныне; 7. и ныне, Господи Боже мой, Ты поставил раба Твоего царем вместо Давида, отца моего; но я отрок малый, не знаю ни моего выхода, ни входа; 8. и раб Твой - среди народа Твоего, который избрал Ты, народа столь многочисленного, что по множеству его нельзя ни исчислить его, ни обозреть; 9. даруй же рабу Твоему сердце разумное, чтобы судить народ Твой и различать, что добро и что зло; ибо кто может управлять этим многочисленным народом Твоим?

3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Виҫӗ кун хушшинче ултӑ метрлӑ пилӗк сетка тӑвасси пирӗншӗн халӗ вӑй тайӑн ӗҫ.

— За три дня сплести пять сетей размером шесть на три метра теперь для нас посильное дело.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

- Пирӗн тӗллев республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасене вӑй тайӑн тумалли майсем туса парасси.

- Наша задача – сделать так, чтобы они были доступны жителям и гостям республики.

Радий Хабиров: "Эпир туристсен паллӑ вырӑнӗсене илсе каякан ҫулсене тӗплӗ юсама тытӑнтӑмӑр" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... -r-3399622

Часах ҫырма кукри майӗпе выртакан сукмакпа икӗ ҫын васкамасӑр утӑмланине асӑрхарӗҫ: пӗри хура хурлӑхан тӗмми пек тайӑн, тепри — йӑрӑс ешӗл хурӑн пек яштака.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пурӑннӑ майӑн сыснана та пуҫ тайӑн

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑлхисем те унӑн чӑнках тӑраҫҫӗ, кӳлепи те тайӑн сурӑх пекех.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑйӗ те хӑйне тайӑн ҫеҫ пулас ун, каҫчен тӑнч халтан кайса ҫитет.

Силенок у него тоже под стать телосложению — к вечеру он буквально валился с ног.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах камӑн, хӑйне тайӑн, ӑсӗ ҫук пуль?

А скажите, кому не хватает ума настолько, чтобы жить прилично?..

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр ун ҫинче пырать пуҫ тайӑн, Ҫилхе ҫумне ҫат ҫыпҫӑнса.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут, — чӗри хускалнӑ майӑн, — Таҫта халь утрӗ аптраса: Арманӑн мӗлкине пуҫ тайӑн, Пуҫу ытла та анрасан.

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хохол хӗрӗ, тӑлӑх-турат — ал тайӑн япала».

Хохлушка, девка, сирота — легкая добыча…»

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Манӑн та аттепе анне укҫа-тенкӗрен тулӑхах пурӑнмаҫҫӗ: атте — счетовод, анне — ҫӗвӗҫ, мансӑр пуҫне вӗсен ӗнси ҫинче тепӗр тайӑн икӗ хӗр пӗрчи: пӗри вунвиҫҫӗре, тепри ҫиччӗре.

Мои родители тоже люди весьма среднего достатка: отец — счетный работник, мать — швея, а кроме меня, на их шее еще две птички-невелички — одной тринадцать, другой семь лет.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вагон чӳречинчен пӑхса тӑракан Павела Лёля аллинчи шурӑ тутӑрпа Тайӑн ярӑмлӑ блузи чылайччен курӑнса тӑчӗҫ.

Долго видел из окна вагона белый платочек в руках Лели и полосатую блузку Таи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тайӑн куҫӗсем шывланчӗҫ.

А в глазах Таи стояли слезы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вара вӑйлӑран вӑйлӑ уҫӑлса та тасалса пычӗ уншӑн шухӑш: пурӗ те виҫӗ мӑнаҫлӑ тайӑн ҫех пур этемӗн, кусем — наука, исскуство тата вӑй-халпалан ирӗккӗн ӗҫлесси.

И все ясней и ясней становилась для него мысль, что существуют только три гордых призвания человека: наука, искусство и свободный физический труд.

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ак ҫапла, йывӑҫ ҫине тайӑн.

Вот так, обопрись спиной о дерево.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех