Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Таврӑнмаҫҫӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта ҫитӗннӗ ҫамрӑксем хулана аслӑ шкулсене вӗренме кӗме килеҫҫӗ те ҫав ҫул студентсен йышне тӑрайманнисем каялла тӑван кӗтесе таврӑнмаҫҫӗ: чылайӑшӗ вӑхӑтлӑх ӗҫе стройкӑна вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Завьялов Иванов ҫинчен ыйтнине илтсенех, хӗр ӑна пӳрте кӗме чӗнчӗ те пит нумай сӑмахсемпе ӑнлантарма тытӑнчӗ: Иванов Ҫурҫӗрте ӗҫлет, унӑн кил-йышӗ — арӑмӗ Анна Федоровна тата пӗчӗк хӗрӗ Груня — кунта пурӑнаҫҫӗ; анчах халӗ Иванова хӑйне те, Анна Федоровнӑна та, Груньӑна та курма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ӗнер Кавказа тухса кайрӗҫ те унтан пӗр уйӑхсӑр таврӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ, Завьялов Ольӑна тупсан, вӗсем каялла таврӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑсатакансем уй-хапхинчен тухмаҫҫӗ, атту каякансем час таврӑнмаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каяҫҫӗ те таврӑнмаҫҫӗ, каяҫҫӗ те таврӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эй, мӗн ҫӳремелли пур, таврӑнмаҫҫӗ вӗсем кӗҫӗр, — мӑкӑртатрӗ вӑл хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан Европӑна ҫамрӑк хӗрарӑм тухса каять, кӑштахран — Георг, ҫавӑнтанпах таврӑнмаҫҫӗ.

Сначала уехала в Европу она, затем — он, и более не вернулись.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сергей Трофимович пире радио тӑрӑх: виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ хам ӑҫта тӑнине уйӑрса илейместӗп, ҫынсене разведкӑна яратӑп, — вӗсем таврӑнмаҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ.

Сергей Трофимович сообщил нам по радио, что в течение трех дней не может определить место, где находится, посылает людей в разведку — те не возвращаются.

Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӗсем килмеҫҫӗ, авалхи вӑхӑтсем те текех нихҫан та таврӑнмаҫҫӗ.

Они не придут, и старые времена тоже никогда не вернутся.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫураҫнӑ-тӑк, ҫырӑнмасӑр таврӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чап // Сергей Мерчен. Ялав, 1957, 5(137)№, 24 стр.

Линдер денщикӗ Ольгӑна ҫапла каланӑ: «Пирӗн офицерсемпе тӗрлӗ фонсем Крымран отпуска вӗҫсе каяҫҫӗ те каялла таврӑнмаҫҫӗ».

Денщик Линдера сказал Ольге: «Наши офицеры и разные фоны улетают из Крыма в отпуск и не возвращаются».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Ҫук, кирек мӗн кала та, ахаль таврӑнмаҫҫӗ вӗсем.

— Нет, Петя, что ни говори, космонавты просто так не возвращаются.

Планетари // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 18 с.

— Ҫук, пепкем, унтан каялла таврӑнмаҫҫӗ

— Нет, милушка, оттуда не возвертаются…

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ох, астӑватӑп, астӑватӑп вӑл ҫулсене: тек таврӑнмаҫҫӗ пулӗ ҫав вӗсем!

Ох, помню, помню я годы; им, верно, не воротиться!

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫапах та халлӗхе вӗсем таврӑнмаҫҫӗ тесен лайӑхрахчӗ-ха.

Пока лучше было не думать, что они не вернутся.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫ тӗттӗмӗ те палӑра пуҫларӗ, хӗрсем ҫаплах таврӑнмаҫҫӗ.

Уже первые сумерки крадучись стали пробираться в рощу, а девушки не возвращались.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таврӑнмаҫҫӗ вӗсем, — терӗ вӑл ҫӗткеленсе, кӑштах вӑхӑт иртсен, — пӑрахса хӑварчӗҫ вӗсем пире.

— Они не вернутся, — через минуту нервно сказал он, — они бросили нас.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Асатте, — вӑл пирӗн аттен ашшӗ пулать тата халь пирӗн председатель шутланать, — килмеҫҫӗ, тет, вилнӗ ҫынна ҫӑва ҫинчен каялла йӑтса таврӑнмаҫҫӗ, тет.

Дедя наш, маткин, значит, отец, он у нас сейчас за председателя, говорит: не воротятся, мертвого, говорит, с погоста не таскают.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

9. Акӑ Эпӗ Вавилон ҫине ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен аслӑ халӑхсен эшкерне ҫӗклентерсе килӗп, вӗсем ӑна хирӗҫ вырӑнаҫса тӑрӗҫ, ӑна ярса илӗҫ; вӗсенӗн ҫӗмренӗсем — ӑста ҫарҫӑ ҫӗмренӗсем, вӗсем тупӑшсӑр каялла таврӑнмаҫҫӗ.

9. Ибо вот, Я подниму и приведу на Вавилон сборище великих народов от земли северной, и расположатся против него, и он будет взят; стрелы у них, как у искусного воина, не возвращаются даром.

Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫумӑрпа юр тӳперен анаҫҫӗ, каялла таврӑнмаҫҫӗ, ҫӗре шӑварса, ӑна вӑй параҫҫӗ: ҫӗр вара ҫуратать, ӳстерет, акакана вӑрлӑх, ҫиекене ҫӑкӑр парать.

10. Как дождь и снег нисходит с неба и туда не возвращается, но напояет землю и делает ее способною рождать и произращать, чтобы она давала семя тому, кто сеет, и хлеб тому, кто ест, -

Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех