Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӗвек сăмах пирĕн базăра пур.
Сӗвек (тĕпĕ: сӗвек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку хутӗнче самолётсене урӑх еннелле илсе пырса, вӗҫсе хӑпарма шутларӑмӑр, ҫакна май эпир сӗвекрех вырӑн суйласа илтӗмӗр — вунӑ градусран пуҫласа хӗрӗх градус таранах сӗвек пулчӗ ку.

На этот раз изменили направление взлёта, выбрали более крутой склон — от десяти до сорока пяти градусов.

Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫӳллӗ-ҫӳллӗ аэродром пек сӗм авалхи е шӗвӗр вӗҫлӗ тусем, сӗвек сӑртсем ҫийӗн сиксе юхакан тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫӗсем…

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫуртсем хыҫӗнче — ҫӗр улми лартакан пысӑках мар сӗвек ҫӗр лаптӑкӗсемччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вӗсем кивӗ сӗвек ҫырмасем тӑрӑх лара-лара тухнӑ, мӑн шывсемпе пӗчӗк юханшывсем хӗррине хӗсӗнкелесе лараҫҫӗ.

Они ютятся по балкам — старым оврагам с пологими склонами, жмутся к рекам и речкам.

Вӑрманлӑ ҫеҫенхирпе хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирте пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

3. Ку шывӑн хӑш ҫыранӗ чӑнкӑ, хӑш ҫыранӗ сӗвек?

3. Какой берег у реки крутой, какой пологий?

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тусем ҫинче ҫулсем сӗвек енсемпе пыраҫҫӗ, вӗсем кукӑр-макӑр; тусем хушшинчи ҫулсемпе йывӑр япаласем турттарма пит кансӗр.

Дороги в горах устраивают извилинами по пологим склонам; перевозка груза в горах требует больших усилий.

Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӑртӑн чӑнкӑ енӗсене тата сӗвек енӗсене мӗнле кӑтартнине пӑхӑр.

Обратите внимание, как изображаются крутые и пологие склоны.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӑртӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енӗ сӗвек, унта уйсем саррӑн курӑнаҫҫӗ.

Пригорок полого спускается к югу и довольно круто понижается в другие стороны.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӗвек ҫыранта сарӑ супӑнь курӑкӗсем саркаланса ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Акӑ вӑл: ытлашши чӑнкӑ та мар, ытла сӗвек те мар, тӗмескесӗр.

Вон оно: не слишком крутое и не слишком пологое, без кочек.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Ҫӑлӑнас шанчӑк юлмарӗ ун чухне, анчах ҫав вӑхӑтра ман вилӗм сехечӗ ҫитмен пулнӑ-ши: хӑватлӑ юхӑм темлерен сӗвек вырӑналла ҫаврӑнчӗ те, ура ҫӗре перӗннине туйса эп мӗнпур вӑя пухрӑм, шыв юхӑмӗн ытамӗнчен хӑтӑлса аран-аран тип ҫӗр ҫине тухса тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урпаш юхан шывӗн сӗвек тӑвайккине вырнаҫнӑ Пурташ ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Леш енчи сӗвек ҫерем ҫинче ҫӗнӗ курӑк уйрӑмах селӗм сӑмсаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улӑхалла тайӑлнӑ сӗвек тӑвайккинче тӑлланӑ лашасем ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юр тултарнӑ ҫул сӗвек ҫыранлӑ тарӑн ҫырмана анчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗрарӑмпа ачана Изамбаев вӑрманалла кӗрсе каякан сӗвек вар пуҫӗнче хӑваласа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Инҫех те мар Атӑлӑн сӗвек ҫыранӗ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫиментейӗ кӗслере, Тути-ҫӑварӗ сӑвӑра, Ӑсталӑхӗ пӳрнере, Хастарлӑхӗ юрӑра: «Атӑл сӑрчӗ сӗвек мар, Сӗве шывӗн хӗрри мар; Яш утаман Урха мар, Воевотӑн тусӗ мар».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗрипе ӗнтӗркекен хӑяхлӑ тӗле ҫитсен, шыв шӑпӑр-шӑпӑр шӑпӑртаттара-шӑпӑртаттара, чихлата-чихлата, сӗвек ҫырана, тип ҫӗр ҫине тухса тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Компаньонсем, ӗнтӗ ӑссӑн «симӗс ҫӗлен ҫине утланнӑскерсем», ӗхлете-ӗхлете, васкасах унӑн сӗвек, ҫеремлӗ аяккипе хыҫа-хыҫӑн анса, чӑлт-чӑлт, чӗлтӗр-чӗлтӗр юхакан, чӑх та сиксе каҫмалла ансӑр, симӗс штыкланса ашкӑракан хӑях хупланӑ юханшыв хӗрринчи ем-ешӗл хӑваллӑ вырӑна ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех