Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахӗ (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курень атаманӗн сӑмахӗ козаксене кӑмӑла кайрӗ.

Речь куренного атамана понравилась козакам.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӑл паллӑ ӗнтӗ, турӑ кӗнекинче те ҫаплах каланӑ: халӑх сӑмахӗ — турӑ сӑмахӗ, тенӗ.

Уж дело известное, и по Писанью известно, что глас народа — глас божий.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пӗр чӑваш сӑмахӗ тӗлне пӗр миллион вырӑс сӑмахӗ лекет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Тӗп суйлав комиссийӗнчен илнӗ тав сӑмахӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5757.html

Чи малтанах, тав сӑмахӗ калама та манман.

Куҫарса пулӑш

Тӗп суйлав комиссийӗнчен илнӗ тав сӑмахӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5757.html

Суйлав комисси председателӗ калаҫура мана хӑйех ҫав хута чӑвашла куҫарса парса ман пата ҫитерсех паратӑп тесе шантарчӗ-ха, анчах ун сӑмахӗ ҫур пус та тӑмасть пулас.

Куҫарса пулӑш

Тӗп суйлав комиссийӗнчен илнӗ тав сӑмахӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5757.html

«Вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-ха, — тетӗп, — анчах сӑмахӗ ун пирки мар вӗт-ха, патшалӑх чӗлхипе усӑ курасси пирки».

Куҫарса пулӑш

Тӗп суйлав комиссийӗнчен илнӗ тав сӑмахӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5757.html

Халӑх сӑмахӗ «Сан юрруна илтсен юрлаканни те хӑй юррине манать» тенӗ пекех сан юрру.

По пословице: «Кто пел, но услышал песню твою, тот позабудет песню свою».

Кушак пуҫла тӑманапа саранча ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Унта халӑхӗ те тӗрлӗрен, ют ҫӗршыв чикки те ҫывӑх, — пӗр сӑмахпа каласан, халӑх хушшинче пӑтратма май та пур, унта пролетари тенӗ сӑмах, паллах, вырӑс сӑмахӗ мар, социал-демократ тени те ҫавӑн пекех.

И народ в нем сборный, и заграница близко — словом, есть кому и средь кого мутить; пролетарий, ясно же, слово не русское, социал-демократ — тоже.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Паллах, сӑмахӗ — чунтан каланӑскер пулсан анчах…»

Конечно, если оно не ветром подбито и от души…»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Тӳрех «юрататӑп» тесе калама йывӑр-ҫке: сӑмахӗ ытла та пӗлтерӗшлӗ, ытла нумай ыйтать-ҫке вӑл этемрен.

Но слитком уж прямое, требующее и обязывающее слово «люблю».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Е вӗсен усал сӑмахӗ ҫине ответлемесен, Сильвер кунта мӗн те пулин ӑна майлӑ пулманнине асӑрхӗ, вара эпир вӑя выляса яма пултаратпӑр.

Если я не отвечу на грубость, Сильвер может заметить, что тут что-то неладно, и игра будет проиграна.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вот усал ҫын сӑмахӗ мӗн туса хурать.

Куҫарса пулӑш

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Капитан ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ, каллех сӗтеле чӑмӑрӗпе ҫапрӗ, унтан тата хытӑ шӑтарас пек пӑхрӗ те, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ, кашни сӑмахӗ ҫумне киревсӗр усал сӑмахсем хушса вӑл: — Эй, унта, палуба ҫинче, чарӑнӑр! — терӗ.

Капитан пронзительно взглянул на него, потом снова ударил кулаком по столу, потом взглянул еще более пронзительно и вдруг заорал, сопровождая свои слова непристойною бранью: — Эй, там, на палубе, молчать!

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пур сасӑсем те сасартӑк чарӑнчӗҫ; пӗртен-пӗр доктор Ливси ҫеҫ, кашни сӑмахӗ хыҫҫӑн чӗлӗмне туртса илсе, хытӑ сасӑпах хӑйӗн ырӑ кӑмӑллӑ сӑмахне каларӗ.

Все голоса смолкли разом; один только доктор Ливси продолжал свою добродушную и громкую речь, попыхивая трубочкой после каждого слова.

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Коля юрларӗ, ырӑ та питех йӑрӑ мар куҫӗсем вара тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ: кашни сӑмахӗ Нина пирки каланӑ пек!

Коля пел, а добрые и медлительные глаза его были полны недоумения, до того все подходило к Нине.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Лю Дэ-шань сӑмахӗ хыҫҫӑн тата ҫичӗ вӑтам хресчен ҫырӑнчӗҫ.

На призыв Лю Дэ-шаня откликнулось еще семеро середняков.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл хӑй сӑмахӗ ҫине тӑма пултаракан, хӑйне тытма пултаракан ҫирӗп те хӑюллӑ ҫын.

Он стоек, суров и беспощадно требователен к самому себе.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫакнашкал халӑх сӑмахӗ пур: «Эсӗ тӳрӗ тӑратӑн пулсан — мӗлкӳ кукӑр ӳкнӗшӗн ан хӑра, эсӗ начар ӗҫ туман пулсан — кашни ҫӗр алӑка шуйттан шаккани те ним те мар».

Есть пословица: «Если ты стоишь прямо — не бойся, что тень твоя ложится косо, если нет за тобой дурных дел — пусть чорт хоть каждую ночь стучит в дверь».

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах ун сӑмахӗ хыҫҫӑн ан кай.

Только не плетись у нее в хвосте.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Помещиксем пулмасан та Америкӑпа Чан Кай-ши реакционерӗсем юлаҫҫӗ, — хӑй сӑмахӗ ҫине тӑчӗ лавҫӑ.

— Помещиков не будет, так все равно американские и чанкайшистские реакционеры останутся, — уперся возчик.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех