Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ил ман вӑйӑма, манӑн юнӑма, манӑн сывлӑшӑма!»
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Тӗрӗс, ку тахҫанхи истори, — тет моряк сасартӑк хыттӑн, вара эпӗ те вӑрантӑм та хӗпӗртесе сывлӑшӑма ҫавӑртӑм, мӗншӗн тесен пӗтӗмпех тӗлӗкпе ҫеҫ аташрӑм иккен: акӑ эпир пӗрле ҫитес кунсенчех Ҫурҫӗре тухса каятпӑр, акӑ Саня та тӑрать ман умрах, ӗшеннӗ вӑл, ӑслӑ та савнӑ ҫыннӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ сывлӑшӑма ҫавӑртӑм та сывпуллашса хам пата тухса кайрӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
46. Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: эй Аттем! сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп, тенӗ.46. Иисус, возгласив громким голосом, сказал: Отче! в руки Твои предаю дух Мой.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: 18. «Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; 19. Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; 20. тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; 21. халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара вӑл мана чӗнсе илчӗ те ҫапла каларӗ: пӑхсам, ҫурҫӗр ҫӗрне кайма тухнисем ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Манӑн сывлӑшӑма лӑплантарчӗҫ, терӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене халӑхсем хушшине сапаланӑ хыҫҫӑн каллех хӑйсен ҫӗрне пӗрле пухсассӑн, вӗсене унтан пӗр ҫын юлмиччен илсе килсессӗн, вӗсем Эпӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ; 29. ӗнтӗ урӑх вӗсенчен Хамӑн сӑнӑма пытармӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль килӗ ҫине Хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сирӗн ӑша Хамӑн сывлӑшӑма кӗртӗп те ҫапла тӑвӑп: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсенчен иртмесӗр ҫӳретӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса пурӑнатӑр, вӗсене туса тӑратӑр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа — сана пултарнӑ, сана пӑхса ӳстернӗ, сана аннӳ варӗнче чухнех пулӑшса тӑракан Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ савнӑ [Израиль], ан хӑра: 3. Эпӗ ӗҫессишӗн антӑхаканӗ ҫине шыв, типсе хӑрӑннийӗ ҫине юхӑм тӑкӑп; санӑн йӑху ҫине Хамӑн сывлӑшӑма, санӑн ӑрӑву-тӑхӑму ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӳрӗлӗхе пӗлтерӗ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] каланӑ: ҫак ҫынсем Манӑн Сывлӑшӑма ӗмӗрех хирӗҫ тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт анчах; вӗсен кунҫулӗ ҫӗр ҫирӗм ҫул пултӑр, тенӗ.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1