Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ӗнтӗ Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ ҫурта, 4. ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсенӗн ҫипуҫне, ӑна эрех парса тӑраканӗсемпе вӗсенӗн ҫипуҫне, вӑл Турӑ Ҫуртне ҫӳрекен ҫула курсан шалтах тӗлӗннӗ, вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр, 5. патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ, 6. анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен ҫакӑн ҫинчен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ кунранпа ӑна — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — пӗтӗмпе туса пӗтеричченех Соломонӑн мӗнпур ӗҫӗ ҫапла йӗркеленсе пынӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, — 13. Соломонӑн картиш варрине лартнӑ пилӗк чике тӑршшӗ, пилӗк чике сарлакӑш, виҫӗ чике ҫӳллӗш пӑхӑр амвон пулнӑ; вӑл ҫавӑнта хӑпарнӑ та пӗтӗм Израиль ҫынни умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 14. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Соломонӑн ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли туса тӑнӑ пӗтӗм ӗҫӗ вӗҫленнӗ.1. И окончилась вся работа, которую производил Соломон для дома Господня.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Соломонӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн тунине пурне те, унӑн ӑслӑлӑхне те Соломон ӗҫӗсен кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.41. Прочие события Соломоновы и все, что он делал, и мудрость его описаны в книге дел Соломоновых.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Разон ӗнтӗ Соломонӑн пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Израиль тӑшманӗ пулнӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ Ҫурта, 5. ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсен ҫипуҫне, патшана эрех парса тӑраканӗсене курса тӗлӗннӗ, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳнине курнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Икӗ ҫурт — Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ — лартса Соломонӑн ҫирӗм ҫул иртсе кайнӑ, 11. ҫав ҫулсенче Тир хулин патши Хирам, Соломон кӑмӑлне ҫырлахтарса, кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ тата ылтӑн кӳрсе тӑнӑ пулнӑ, ҫавӑншӑн Соломон патша Хирама Галилея ҫӗрӗнче ҫирӗм хула панӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тата патша пуканӗ ларакан зал пулнӑ, ӑна Тӳрӗ сут залӗ тенӗ — Соломон тавӑҫсене ҫавӑнта татса панӑ; ӑна урайӗнчен пуҫласа маччине ҫитиччен кедр сӑрнӑ; 8. Соломонӑн хӑй пурӑнакан керменӗ тепӗр картишӗнче, Тӳрӗ сут залӗ хыҫӗнче пулнӑ, ӑна та ҫавӑн пекех капӑрлатнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тата Соломонӑн йывӑр йӑтаканӗсем ҫитмӗл пин ҫын, ту хушшинче чул касаканӗсем сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ.15. Еще у Соломона было семьдесят тысяч носящих тяжести и восемьдесят тысяч каменосеков в горах,
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Соломонӑн ӑслӑ сӑмахӗсене итлеме пур халӑх хушшинчен те пырса ҫӳренӗ, патшасем те хӑйсен ӑсчахӗсене Соломон патша каланине итлеме янӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Соломонӑн ӑсӗ-тӑнӗ тухӑҫ ывӑлӗсен ӑсӗнчен те, Египет ҫыннисен пур ӑслӑлӑхӗнчен те пысӑкрах пулнӑ.30. И была мудрость Соломона выше мудрости всех сынов востока и всей мудрости Египтян.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Соломонӑн ҫар ураписене кӳлмелли лашасем валли хӗрӗх пин вите пӳлмекӗ, утлӑ ҫар валли вуникӗ пин пӳлмек пулнӑ.26. И было у Соломона сорок тысяч стойл для коней колесничных и двенадцать тысяч для конницы.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тата Соломонӑн пӗтӗм Израиль хушшинче пуҫлӑх туса лартнисем вуниккӗн пулнӑ, вӗсем патшапа унӑн килӗ валли апат-ҫимӗҫ кӳрсе тӑнӑ: ҫулталӑкра кашнийӗн пӗр уйӑхлӑха апат-ҫимӗҫ тӑратмалла пулнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломонӑн йывӑр ҫӗклем йӑтакансем ҫитмӗл пин ҫын, тусем хушшинче чул касакансем сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ.И было у Соломона семьдесят тысяч человек, носящих тяжести, и восемьдесят тысяч каменосеков в горах.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Патша тарҫисем те Давид патша хуҫамӑра саламлама пырса кайнӑ: санӑн Турру Соломонӑн ятне хӑвӑн ятунтан та ытларах мухтава кӑлартӑр, унӑн аслӑ пуканне те санӑннинчен ҫӳлерех ҫӗклетӗр, тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2