Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Советсен (тĕпĕ: совет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Советсен ҫурчӗ тӗлӗнче Нина Васильевнӑна тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Советсен Ҫуртӗнчен инҫех те мар…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫитес ҫул Советсен ҫуртне, Шупашкарти аэропорта юсассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%be%d0%b ... %bd%d3%97/

Советсен ҫуртӗнче.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

«Хальлӗхе», «советсен шӑпа тытаканӗ» шантарнипе.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Советсен нихҫан ҫывӑрми куҫӗ — НКВДӑн районти управленийӗ пулчӗ ҫакӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

1917 ҫулхи социализмла революциччен Чукотка Амурҫум Енӗн Камчатка облаҫне кӗнӗ, 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Камчаткӑра советсен влаҫне йышӑннине пӗлтернӗ, Чукоткӑра ҫӗнӗ влаҫӑн пӗрремӗш органӗ Чукоткӑн Революци комитечӗ (1919, раштав — 1920, кӑрлач) пулса тӑнӑ.

До социалистической революции 1917 Чукотка входила в состав Камчатской области Приамурского края, в феврале 1918 года на Камчатке была провозглашена власть советов, на Чукотке первым органом новой власти стал Революционный комитет Чукотки (декабрь 1919 - январь 1920).

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Ненец ҫуртӗнче, кинора, Советсен ҫуртӗнче пултӑмӑр.

Были в Ненецком доме, в кино, в Доме Советов.

Нарьян-Мар — ненецсен хули // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ССР Союзӗнче власть Советсен аллинче тӑрать.

В СССР власть принадлежит Советам.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра ҫӗршыв пуянлӑхӗпе епле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кайран эпӗ ӑна иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн Шупашкарта, Советсен ҫуртӗнче итлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Чӑн та, ҫурчӗ хула варринчехчӗ ӗнтӗ, Советсен Ҫуртӗнчен инҫе те марччӗ, икӗ хутлӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ҫул ҫинче пуҫне пырса кӗнӗ шухӑш пирки Таранов никам умӗнче те ҫӑвар уҫмӗ, Советсен ҫуртне кӗҫех йӗплӗ хыпар ҫитме пултарать: «Таранов капитализма каялла тавӑрасшӑн!»

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Советсен ҫӗршывӗ ҫине тапӑнма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Ҫитӗ паян сулланса, чӑрпаланса ҫӳресе», — чӗрӗп йӗпписем пек шӑртланса тӑракан йӑмӑх хура ҫӳҫне ал лаппипе вирелле сӑтӑркала-сӑтӑркала, хӑштик-хӑштик сывлакаласа йӳҫҫӗн пӑнчӑ лартрӗ Кӗҫтук, вара ҫамрӑксем Советсен ҫурчӗ умӗнчи сквера сӗнксе ҫитрӗҫ те пӗр вӑрӑм, симӗс сӑрпа сӑрланӑ тенкел ҫине пырса лаклатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫри чи йывӑр самантра, В. И. Ленин вилнӗ тата ӑна пытарнӑ самантра та, вӑл Пӗтӗм Союзри Советсен II съезчӗн траурлӑ заседанийӗнче тухса калаҫма, коммунистсене Ленин ялавӗ, парти ялавӗ тавра пӗтӗҫме чӗнсе каламашкӑн вӑй-хӑват ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Советсен политехникӑлла ӗҫ шкулне тӑвасси, ваттисене пӗлӳ парас ӗҫе йӗркелесси, халӑха коммунизмла воспитани парасси — ҫак ыйтусене татса парассишӗн вӑл пӗтӗм вӑйӗпе пултарулӑхне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Аэродромран пуҫласа Советсен площадьне ҫити — вунӑ ҫухрӑм тӑршшӗ — ҫул икӗ енӗпе халӑх.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халӗ, акӑ, вун виҫӗ ҫул ӗнтӗ Советсен хули!

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чарӑннӑ пулсан, советсен аллине тытса параттӑмӑр теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Советсен умӗнче мӗн те пулин суятӑп пулсан, саккун йӗркипе айӑплӑр.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех