Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сережӑна (тĕпĕ: Сережа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ Серёжӑна чӗннӗ пулӑттӑм акӑ! — тет амӑшӗ.

— Вот Серёжу бы я позвала! — говорит мама.

Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Серёжӑна кӑтартать.

Показывает Серёже.

Марусьӑн малтанхи отметки // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Сасартӑк тӗлме-тӗлех Серёжӑна хирӗҫ пулать.

И вдруг встречается лицом к лицу с Серёжей.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӑл Сережӑна мар, мана суйласа илме нихҫан та сӑмах паман, апла пулин те теме пула эпӗ ӑна ултавҫӑ вырӑнне хутӑм; вӑл мӑн тӗлӗшпе ытла та йӗрӗнмелле хӑтланнине эпӗ ҫирӗп ӗнентӗм.

Не знаю, на каком основании называл я ее мысленно изменницею, так как она никогда не давала мне обещания выбирать меня, а не Сережу; но я твердо был убежден, что она самым гнусным образом поступила со мною.

ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Княҫӑн кӗҫӗн хӗрӗ кашнинчех кӗҫен Ивина, Катя Володьӑна е Илинькӑна суйласа илеҫҫӗ, Соня кашнинчех Сережӑна суйласа илет.

Младшая княжна каждый раз выбирала меньшого Ивина, Катенька выбирала или Володю, или Иленьку, а Сонечка каждый раз Сережу.

ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Мӗнле-ха эпӗ Сережӑна ҫакнашкал вӑрахчен хӗрӳллӗ юратма пултарнӑ? — шухӑшласа выртрӑм эпӗ вырӑн ҫинче.

«Как мог я так страстно и так долго любить Сережу? — рассуждал я, лежа в постели.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ивинсем килсе ҫитсен, Сережӑна курнипе ытти чухнехи пекех хӗпӗртес вырӑнне, вӑл Соньӑпа курӑнӑҫасран шикленме пуҫларӑм.

Когда приехали Ивины, вместо удовольствия, которое я обыкновенно испытывал при встрече с Сережей, я почувствовал какую-то странную досаду на него за то, что он увидит Сонечку и покажется ей.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нивушлӗ ҫав ырӑ хӗрхенӳ кӑмӑлне Сережӑна юратни, ун пекех маттур пуласшӑн тӑрӑшни ҫӗнтерчӗ-ши?

Неужели это прекрасное чувство было заглушено во мне любовью к Сереже и желанием казаться перед ним таким же молодцом, как и он сам?

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ним тӑваймасӑр тапкаланнӑ чухне вӑл ура кӗлипе ӑнсӑртран Сережӑна куҫран ыраттармаллах лектерчӗ, Сережа ун урисене тӗртсе ячӗ те аллипе куҫҫулленнӗ куҫне хупларӗ, Иленькӑна мӗнпур вӑйӗпе чышрӗ.

Одним из таких отчаянных движений он ударил каблуком по глазу Сережу так больно, что Сережа тотчас же оставил его ноги, схватился за глаз, из которого потекли невольные слезы, и из всех сил толкнул Иленьку.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ҫавӑнтах Сережӑна тапӑнтӑм.

Я тут же бросился к Сереже.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Акӑ вӑл Серёжӑна тытрӗ те амӑшӗпе Леня патне кабинӑна тӗртсе кӗртрӗ, амӑш тутӑрӗ айне лартрӗ.

И вот он взял Сережу и запихал в кабину, к маме и Лене, под мамину шаль.

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Анчах грузовик хӑй вырӑнӗнчех тӑрать иккен, Коростелев ларман та-ха, вӑл Серёжӑна пуринпе те сывпуллашма хушать.

Но грузовик оказался на месте, а Коростелев еще даже не сел и велел Сереже со всеми проститься.

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Пурте вӗсем Серёжӑна юттӑн, халиччен пӗлмен пек курӑнаҫҫӗ.

И все они — и все кругом показалось Сереже чужим, невиданным.

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Амӑшӗ Серёжӑна чуптӑва пуҫларӗ, йӗрсе ячӗ:

Мама стала целовать Сережу и заплакала:

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Коростелев Серёжӑна хул айӗнчен тытса ҫӳле ҫӗклерӗ, хыттӑн чуптурӗ.

Коростелев поднял Сережу под мышки, крепко поцеловал.

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ҫакӑнта ҫити шухӑшласа пырсан, Серёжӑна чӑтмалла мар салхуллӑ пулса кайрӗ.

Тут Сереже стало так непереносимо грустно.

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Кур-ха, сӑмси епле кулӑшла унӑн, — кулкаласа каларӗ вӑл Серёжӑна.

Улыбаясь, она сказала Сереже: — Посмотри, какой у него потешный носик.

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑл ывӑнса, йывӑрланса ҫитнӗ Серёжӑна Паша инке пӳлӗмне илсе кайрӗ, вырттарчӗ те — утиялпа витрӗ.

Он отнес изнемогшего, отяжелевшего Сережу в тети Пашину комнату, уложил и укрыл одеялом.

Тухса каяс умӗн пӗр кун малтан // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑл Серёжӑна чӳрече патне йӑтса пычӗ.

Он поднес Сережу к окну.

Тухса каяс умӗн пӗр кун малтан // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Паллах, вӑл Леньӑран начар, Леньӑн пыр парӗсем шыҫмаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна илсе каяҫҫӗ, Серёжӑна илсе каймаҫҫӗ.

Конечно, он хуже Лени, у него желёзки опухают, вот Леню и берут, а его не берут!

Холмогор // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех