Шырав
Шырав ĕçĕ:
Горовиц хӑйне пулӑшма пынӑ вӗренекенсемпе те ҫӑвар уҫса калаҫмарӗ, канӑҫа пӗлмесӗрех ӗҫлерӗ, мастерской заведующийӗн кирек мӗнле заказне те тиркесе тӑмарӗ — решетке пулсан решетке, балкон пулсан балкон турӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сырӑш ҫийӗнче пысӑк решетке ҫинче утӑ выртать, ҫак решеткене уйрӑм пайсене пайланӑ.Над яслями помещалась большая решетка с сеном, также разгороженная на отделения.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Решетке урлӑ — старик аллине, унтан — иккӗмӗш решетке урлӑ.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӗтсе илмелли пӳлӗмре пӗр решетке ҫеҫ мар, иккӗ; вӗсене иккӗшне те пӗр стенаран тепӗр стени ҫумне тӗктерсе тыттарнӑ, решеткесен хушшине пӗр аршӑн хушӑ хӑварнӑ.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пароход хыҫҫӑн вӑрӑм буксирпа баржа пырать, вӑл та хӗрлӗ тӗслӗскер, ӑна палуба ҫинчен тимӗр решеткепе хупланӑ, решетке ӑшӗнче — суд туса урӑх ҫӗре пурӑнма тата катӑргӑна янӑ ӑристансем пыраҫҫӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Дачӑсем ҫинчен сӑмах тапратсан, эпӗ Иван Иваныч княҫӑн Мускав ҫывӑхӗнче дача пурри, ӑна курма Лондонран та, Парижран та килсе ҫӳрени, унта виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, Иван Иваныч князь манӑн ҫывӑх хурӑнташ пулни, эпӗ паян ун патӗнче апатланни, вӑл мана ҫав дачӑра ҫу каҫиччен пурӑнма чӗнни, анчах эпӗ килӗшменни, мӗншӗн тесен вӑл дачӑна эпӗ лайӑх пӗлни, унта темиҫе хутчен кайса курни, ҫав решеткесемпе кӗперсем мана пӗри те илӗртменни, мӗншӗн тесен эпӗ ытлашши пысӑк пуянлӑха, уйрӑмах тата ялта, чӑтма пултарайманни, ялта пур енчен те ялти пек пулнине юратни ҫинчен тӑруках каласа патӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл выртакан вилӗ тӗмине, вӗлтрен тата куршанкӑ пусса илнӗскере, хура решеткепе тытса ҫавӑрнӑ, чассавнирен тухсан ҫав решетке патне пырса ҫӗре ҫитичченех тайӑлса пуҫҫапма эпӗ нихҫан та манмастӑп.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӳлте хурӑн пӑрӑсӗсенчен майланӑ решетке, решетки ҫинче карса тунӑ шӗвӗр ӳпле пекки.Наверху решетка из березовых брусьев, над решеткой полотняный конус с окошечком.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Икӗ рет тимӗр решетке витӗр ун ҫине ывӑлӗн ҫав тери хитре хӗрӳ куҫӗсем пӑхаҫҫӗ; амӑшӗ патнерех ҫывхарас тесе, Саша таса ӳтлӗ сарлака ҫамкипе тутӑхнӑ тимӗр хашака ҫумне ҫыпҫӑннӑ, шуралса кайнӑ пӳрнисемпе решеткене ҫатӑрласа тытнӑ.
Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл пӑхӑр решеткепе тыттарнӑ кантӑклӑ алӑка уҫрӗ те, шала кӗчӗ, унтан нумай пулмасть хӑпарнӑ пусма тӑрӑх, хытӑ хурҫӑран тунӑ ҫаврака картлашка ҫумне хырӑмӗпе лӑпчӑнса малтан пӗр урипе, унтан тепринпе хыпаласа хуллен пускаласа, аялти тимӗр решетке ҫине анчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
4. Парне вырӑнӗ валли пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке тунӑ, ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе, аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитиччен, хурса ҫавӑрнӑ, 5. каштасем чикме пӑхӑр решеткен тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ ункӑ тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр енче — тимӗр решетке хыҫне пытаннӑ касса, зал варринче — ҫийӗ ҫӗтӗлсе пӗтнӗ тимӗр ларкӑчлӑ саксем.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Тимӗр решетке сан ҫулу ҫинче.
42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Икӗ пӗчӗк чӳрече, пылчӑкпа пӗтӗмпех вараланса ларнӑскерсем, кунсӑр пуҫне тата решетке карнӑскерсем, кӑнтӑрла та ҫутӑ питӗ сахал параҫҫӗ, ҫӗрле пӳлӗм вилӗ тӗттӗм шӑтӑка куҫать.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ермолая коридор тӑрӑх илсе кайрӗҫ, решетке хыҫне кӗртрӗҫ те кӗтме хушрӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Унта картишне тухакан икӗ пӗчӗк чӳрече пуррипе ҫутӑ, чӳречисене решетке лартса ҫирӗплетнӗ, вӗсен ҫине йӳнӗ чӳрече карри те ҫакса хунӑ.
Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Мана ҫын шаннӑ, анчах эпӗ каятӑп та ӑна решетке хыҫне лартатӑп пулать?
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Кӗр енне Мартин Мартынч ани тавра решетке тытса ҫавӑрчӗ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Ҫавсене пулах хӳме тенине ҫӳллӗрех тытма тӑрӑшатпӑр, ҫӑра тенине тӗреклӗреххине те пысӑкраххине шыратпӑр, чӳрече касатпӑр та ҫавӑнтах решетке ҫапса хуратпӑр.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ҫавӑнпах пуль (хуралтӑсем йывӑррӑн, капмаррӑн йӑтӑнса ларманран, вӗсен хушшинчи кӑвак решетке витӗр тавралӑх курӑнса тӑнӑран) темле ҫӑмӑл, ирӗк, уҫӑ ку картишӗнче.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.