Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӳрнесенче (тĕпĕ: пӳрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дубковӑн пачах урӑхла, ун аллисем пӗчӗкҫӗ, кӳпшек, шалалла хуҫлатӑнса хурӑннӑ, калама ҫук вӑр-варскерсем, пӳрнисем ҫеп-ҫемҫе; шӑпах ҫакнашкал пӳрнесенче ӗнтӗ куҫлӑ ҫӗрӗсем пулаҫҫӗ, ун пек ҫепӗҫ пӳрнеллӗ хӗрсем алӗҫ тума кӑмӑллаҫҫӗ, хитре япаласене юратаҫҫӗ.

У Дубкова, напротив, руки были маленькие, пухлые, загнутые внутрь, чрезвычайно ловкие и с мягкими пальцами; именно тот сорт рук, на которых бывают перстни и которые принадлежат людям, склонным к ручным работам и любящим иметь красивые вещи.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Драницын, нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр, хӗрӗн ансӑр хулпуҫҫисене ачашшӑн чӑмӑртать, ӑна куҫран пӑхать; пӗлет вӑл, питӗ лайӑх пӗлет: ҫак куҫсенче, ҫак ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫ пайӑркисенче, ҫӳхе тута хӗррисенче, сивӗпе кӑвакарса кайнӑ пӗчӗк пӳрнесенче уншӑн чи хакли, чи ҫывӑххи, чи ачашши, чи тӑванни пӗтӗҫсе тӑрать; ҫаксене вӑл нихҫан та, никама та парас ҫук.

Не думая ни о чем, Драницын сжимал тонкие плечи девушки, глядя ей в глаза, и знал, твердо знал, что в этих глазах, в золотистых завитках волос, в тонких губах, в посиневших от холода маленьких пальцах навсегда заключено для него самое близкое, самое нежное, самое родное — то, чего он никому и никогда не уступит.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӳрнесенче вӑй ҫителӗклех мар, анчах вӑл нимех те мар.

В пальцах не хватает сил, но это ничего.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех