Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫӑма (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, пултараймастӑм, — терӗ Завьялов тепӗр хут, — мӗншӗн тесен ҫав ҫын темле йывӑр преступлени туни ҫинчен шухӑшлани манӑн пуҫӑма ҫӗрӗн-кунӗн ҫӗмӗрнӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗррехинче эп хам, ачашланас килнипе, ун патне пырса пуҫӑма чӗркуҫҫийӗ ҫине хутӑм, анчах вӑл мана пӗррех тапса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Мӗн пулчӗ-ши ҫамрӑк пуҫӑма? — Кӗске ҫӗрте ҫиччӗ вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Эй, ватсупнӑ пуҫӑма! — тесе ӗнер пӗрре хӑпарнӑ крыльца ҫинелле хӑпарчӗ Курак Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Йывӑрланса кайнӑ пуҫӑма тӳрлетерех тытатӑп кӑна, вӑл пур, пушшех те йывӑрланса, каллех усӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Хурахсемпе ҫыхланнӑ чӑваш ялӗсене асап кӑтартни кӑна ман пуҫӑма ҫӑлса хӑвараять-ши — иккӗленсе илчӗ вӑйпут.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫӗре ҫитиех пуҫӑма таятӑп, государь, — терӗ пӑл Пӑкачава.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Тӑшман маншӗн — асамат Кӗперри пек вӑй-хӑват, Унӑн тӑрӑх улӑхма, Пӳлӗх, пулӑш пуҫӑма!

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗлхеҫӗм пур чухне пуҫӑма ҫухатас марччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пуҫӑма ялт! ҫӗклерӗм те тымарӗсем туртӑнса алчӑранӑ куҫӑма кунтан янках уҫӑлакан хула еннелле вӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Унтан пуҫӑма палт ҫӗклерӗм те Валентина Ивановнӑна ҫирӗппӗн куҫӗнчен тӗллерӗм:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лаштӑрах ывӑнман пулин те, майӗпен ман куҫ хупанкисем те йывӑрланса килчӗҫ, кукӑрӑлса тӗршӗнтӗм те лӗпсӗрӗлтӗм — пуҫӑма чӗрҫи ҫинчи чӑматан ҫине хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах эпӗ ӑна унӑн пысӑк чинӗшӗн е званийӗшӗн мар, пысӑк ӑсӗшӗн, пултарулӑхӗшӗн, чӑваш ятне ҫӗртменшӗн юрататӑп, ун умӗнче пуҫӑма таятӑп.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каврушӗ, эрехпе пуҫӑма минретсе, Лисука сутӑн илесшӗн пулчӗ, пушмак пӑрӑва тытса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ман пуҫӑма тӗрлӗ шухӑш ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах пӗлетӗн-и эсӗ, вӑл химие пула эпӗ чут ҫеҫ пуҫӑма ҫимерӗм?..

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ман ҫамрӑк пуҫӑма мӗн хака сутрӑн?!

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шеллесем ҫамрӑк пуҫӑма

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑкру ҫумне эп пуҫӑма таям-и, Хӑю тупса сӑмахӑма калам-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫурта ҫутса ларам-и? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 18 с.

Пуҫӑма тепре хурасчӗ Кӑкӑру ҫине!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 6 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех