Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫламанни (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп сана уншӑн хӗрлӗ кӑранташ паратӑп, ман пуҫламанни пур, — калаҫса татӑлчӗҫ икӗ уйрӑлми тус.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ара, ху ҫуратнӑ ачана тӳрех юратма пуҫламанни йӗркене кӗмест-ҫке, пулмалла мар япала вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Пуҫламанни пурччӗ пек астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унта, холодильникре, аялта, пуҫламанни те пурччӗ-ха.

Там, в холодильнике, внизу, неначатая у меня припрятана.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл ку таранччен этем чӗлхипе калаҫма пуҫламанни унӑн чӗнмесӗр пурӑнма пысӑк сӑлтав пурринчен ҫеҫ килет пулӗ.

И если он еще не заговорил на человеческом языке, то только лишь потому, что у него, очевидно, имеются веские основания молчать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫӑкӑрӗ ҫаврашка та пуҫламанни пултӑр!

 — Каравай нужен круглый, цельный, непочатый!

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анна Васильевна хӑй хӗрне вӗрентсе ҫитӗнтерме шаннӑ гувернантка, — тунсӑхласа пурӑнакан барыня — Еленӑна воспитани пама пачах пуҫламанни ҫинчен скобкӑра каласа хӑварасах пулать, — вырӑс ҫынни, ҫука тӑрса юлнӑ взяточник хӗрӗ, институтра вӗреннӗскер, питӗ ҫемҫешке чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ суя хӗрарӑм пулнӑ; вӑл яланах кама та пулин юрата-юрата пӑрахнӑ, унӑн юратӑвӗ вара аллӑмӗш ҫулта (ун чухне Елена вунҫичче кайнӑ пулнӑ) темле офицера качча тухса, леш ӑна ҫийӗнчех пӑрахнипе пӗтнӗ.

Гувернантка, которой Анна Васильевна поручила докончить воспитание своей дочери, — воспитание, заметим в скобках, даже не начатое скучавшей барыней, — была из русских, дочь разорившегося взяточника, институтка, очень чувствительное, доброе и лживое существо; она то и дело влюблялась и кончила тем, что в пятидесятом году (когда Елене минуло семнадцать лет) вышла замуж за какого-то офицера, который тут же ее и бросил.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пуҫламанни мар, сӑмсине пар.

Да не целый, краюху!

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

… Арми штабӗ ирхине илнӗ донесенисенчен нумайӑшӗсем паян пӗрремӗш хут гитлеровецсем активлӑн тапӑнма пуҫламанни ҫинчен, пуҫлама та хатӗрленменни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

… Многие из донесений, полученных штабом армии утром, свидетельствовали о том, что сегодня впервые гитлеровцы не начинали активно наступать и даже не готовились к наступлению.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах та пуринчен ытла… (унӑн ачаш кӑмӑлӗнчен ытла, унпа кӑмӑллӑ калаҫнинчен ытла, унӑн интереслӗ шупка сӑнӗнчен ытла, алтине чӗркесе ҫыхнинчен ытла) ҫамрӑк гусар юрату ҫинчен сӑмах пуҫламанни ӑна темӗнле нумай шухӑшлаттарнӑ, унӑн пӗлес килнӗлехне йӗкӗлтесе тӑнӑ.

Но более всего… (более его нежности, более приятного разговора, более интересной бледности, более перевязанной руки) молчание молодого гусара более всего подстрекало ее любопытство и воображение.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пуҫламанни.

Нераспечатанная колода.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех