Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурнӑҫра ӑнсӑртран япала нумай пулкалать ҫав…
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Разведка вӑл тепӗр чухне ӑнӑҫсӑр та пулкалать.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пулкалать вӑл ун пекки.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Юрӗ, юрӗ… унашкалли тепӗр чух пулкалать вӑл.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун пекки те пулкалать ҫав, мӗн тӑвас тен?
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Пурнӑҫра ун пекки час-часах пулкалать ҫав.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
— Тӗрӗс калатӑн, Раман, ун пекки те пулкалать.
47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пулкалать хӑш чухне ман ун пекки, нимсӗр-мӗнсӗрех чун хурланса килет.
7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Каҫсерен вӑл учительница упӑшкипе, илемлӗ те яштака пӑхаттирпе, Валерий Викторович военрукпа тӗл пулкалать тетчӗҫ.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Сӑмаха ҫивӗчлетсе калама тӑрӑшнӑ чух кӑштах чӑн пулманнине хушса хурасси те пулкалать.
XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Кӑштах клевер ути пулкалать ӗнтӗ.
III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Дистанцине пӑхӑнманни, ҫуран ҫӳрекенсем те ӳсӗр пуҫпа йӗркене пӑсни час-часах пулкалать тенӗ министр.
Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j
«Пӗр хутчен тӳлекен 50 пин тенке социаллӑ казначейство формачӗпе пӗр документ, заявлени памасӑрх тӳлӗҫ. Тепӗр чухне реквизитсене тӗрӗс мар кӑтартни пулкалать, кашни тӗслӗхпе уйрӑммӑн ӗҫлетпӗр», — тесе пӗлтернӗ.
Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутланӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0%b ... %b6%d1%80/
Тепре чухне пулкалать, строительсем пӑтӑрмахсем те кӑларса тӑратнисем.
Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a
Паллах, пулкалать тепӗр чухне, пурнӑҫ нихҫан та пӗр пек килмест вӑл…
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
— Ун пекки пулкалать сайра пӗрре.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Хушӑран тата пӗр-пӗрне йӗплесе илесси те пулкалать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
— Хӗнесси те пулкалать ҫав, Энтри…
XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тӗрӗс ҫав, тӗрӗс, малтан мухтанӑ ҫын каярахпа япӑха юласси пулкалать вӑл.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫул-йӗр правилине ҫуран утакан хӑй пӑхӑнманни те час-часах пулкалать.
Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498