Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Патшине (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумидия патшине Югуртӑна ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Халӑх пинӗ-пинӗпе пухӑнать, хӑй тӗллӗн юрлакан кӗслине итлет те: «Патшине хӑйне шыва путарса вӗлермелле пулнӑ. Мӗншӗн вӑл чухӑнсене асаплантарать?» — тет.

Собирается народ, слушают люди гусли-самогуды и говорят: «Надо бы самого царя утопить. Зачем он над бедными знущается?»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хут ярать ярман патшийӗ Пирӗн вырӑс патшине: «Раҫҫее йӑлт пӗтеретӗп, Хам куҫап Раҫҫей ҫӗрне…»

Пишет, пишет царь германский, Пишет русскому царю: «Всю Расе-ею завоюю, Сам в Расе-ею жить приду…»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тимӗр шапа мулкач хӑйӗнчен мӗнле вӗҫерӗнсе кайнине тискер кайӑксен патшине каласа панӑ.

Рассказала черепаха царю зверей, как ушел от нее заяц.

Мулкач // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.

Мулкач тимӗр шапа хыҫҫӑн кайнӑ, ҫул ҫинче тинӗс патшине хӑйӗнчен мӗн кирлине тӗпчесе пынӑ.

Идет заяц с черепахой и выпытывает, что нужно от него морскому царю.

Мулкач // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.

Тимӗр шапа тискер кайӑксен патшине — тигра шыраса тупнӑ та каланӑ:

Черепаха разыскала царя зверей, тигра, и говорит:

Мулкач // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.

Корсарсем Турци патшине хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме яланах хатӗр пулнӑ, — арабсем ҫӗршыва юхӑнтарса пӗтерекен туроксен войскисене хирӗҫ, чура-европеецсем — корсарсене, арабсене, туроксене пурне те хирӗҫ тӑнӑ.

Корсары постоянно готовы были восстать против турецкого паши, арабы — против постоя янычарских войск, разоряющих страну, рабы-европейцы — против корсаров, арабов и турок вместе.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Патшине те сирпӗтес.

Сбросить царя.

Вӑрҫа — вӑрҫӑ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Кам аслӑрах сирӗнтен, кам хӑйӗн патшине 20 ҫул служит тӑвать, — кӳрентеретӗп-и?

Кто постарше вас, 20 лет своему царю служит, — дерзости?

17 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ермак каланӑ: «Эпир вырӑссем, Кучумпа вӑрҫма килтӗмӗр. Эпир унӑн хулине туртса илсе, халӑхне вырӑс патшине пӑхӑнтарасшӑн. Пирӗн ҫар темӗн чухлӗ. Манпа пӗрле пыракан ҫарсем малтанхисем анчах-ха. Хыҫалта тата кимӗсемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр килеҫҫӗ, пурин те алӑра пӑшал. Пирӗн пӑшалсем ухӑпа ҫӗмӗрен йышши мар, йывӑҫа витӗр шӑтарса тухаҫҫӗ. Акӑ пӑх-ха», — тенӗ.

А Ермак говорит: «Мы, русские, пришли сюда твоего даря завоевать и его город взять; русскому царю под руку подвести. Силы у нас много. Что со мной пришли — это только передние, а сзади плывут в стругах — счету, им нет, и у всех ружья. А ружья наши насквозь дерево пробивают, не то что ваши луки, стрелы. Вот, смотри».

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ӗлӗк Кучум вырӑс патшине пӑхӑнса тӑнӑ, пурӑнсан-пурӑнсан вӑл вырӑс патшине хирӗҫ тӑра пуҫланӑ, Строгоновсен хулисене ҫӗмӗрсе пӗтерӗп тесе юнанӑ.

Кучум в прежнее время покорился царю русскому, а потом стал бунтовать и грозил разорить Строгановские городки.

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Алжир патшине Бауакаса каланӑ: «Санӑн пӗр хулунта тӗрӗс тӳре пурӑнать, вӑл тӳре кам айӑплине витӗр курса тӑрать, унтан ниепле усал ҫын та хӑй айӑпне пытараймасть», — тенӗ.

Одному алжирскому царю Бауакасу рассказали, что в одном из его городов есть праведный судья, что он сразу узнаёт правду и что от него ни один плут не может укрыться.

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Казонде хуҫи пуласшӑн ҫунакан ытти ҫынсене, чи малтан Укусу патшине, айккине тӑратса хӑварма пултарчӗ.

И могла опередить других претендентов, и в первую очередь короля Укусу, стремившегося стать властителем Казонде.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алвишӑн негрсен патшине эрехе ҫӗнӗ майпа ӗҫме сӗнес шухӑшӗ чӑнах та чаплӑ.

Идея Алвиша предложить его негритянскому величеству пуншу, преподнести ему водку в новом виде, была поистине блестящей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ман Негоро тусӑм нумайччен урӑх ҫӗрте пулнӑ хыҫҫӑн Казонде патшине курма пит хавас.

— Мой друг Негоро счастлив лицезреть короля Казонде после столь долгой разлуки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Иккӗмӗш Кӗтерне вилсен вырӑс патшине унӑн ывӑлӗ Пӗрремӗш Павел ларнӑ.

После смерти Екатерины Второй русским царем стал ее сын, Павел Первый.

Пудра — пӑшал тарӗ мар // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Мана та, пирӗн уй-хир патшине те кӳрентертӗн…

Обидел ты меня, и нашу царицу полей…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Патшине мар, наследникне.

— Не царя, наследника.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Астри патшине кӑхлаттарнӑ пулать апла?

— Астрицкого царя, стал быть, стукнули?

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав хӗвел пек илемлӗ хӗр хӑйӗн чӳречи умне тухса тӑрасса кӗтет вӑл, пурнӑҫӗн пӗтӗм тӗллевӗ те ҫакӑ ҫеҫ юлать; хӑй чунӗн патшине курса савӑннисӗр пуҫне урӑх пурнӑҫ ҫук унӑн, хӑйӗн пурнӑҫӗ иксӗлсе ҫитиччен урӑх пурнӑҫ пулман та унӑн; хӑйӗн пурнӑҫӗ сӳнсе ларсан вара, вӑл хӑй ҫурчӗн чӳречи умне ларнӑ та яланах пӗр шухӑшпа аппаланнӑ: тата курӑп-ши-ха эпӗ ӑна?

И вся жизнь его — ждать, пока явится она у окна, прекрасная, как солнце; нет у него другой жизни, как видеть царицу души своей, и не было у него другой жизни, пока не иссякла в нем жизнь; и когда погасла в нем жизнь, он сидел у окна своей хижины и думал только одно: увижу ли ее еще?

3 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех