Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Патшине (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матан утрав Испани патшине пӑхӑнма килӗшмен, анчах та хӑйсен кӑмӑлне палӑртас тӗллевпе хырҫӑ сӗннӗ пулнӑ, хирӗҫӗве дипломатиллӗ майпа татса памалла текен сӗнӳсене хӑлхана чикмен хыҫҫӑн Магеллан утрав ҫинче пурӑнакансене хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, отряда хӑй ертсе пынӑ, ҫапла май 1521 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та.

Остров Матан отказался подчинятся испанской короне, но предлагал щедрую дань, вопреки советам о дипломатическом разрешении конфликта атаку на островитян возглавил лично Магеллан, где он и погиб 27 апреля 1521 года.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

1918 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Петербург университетне уҫнӑ хыҫҫӑн шӑп та лӑп 99 ҫул ҫитнӗ тӗле тата Давид Агмашенебели Сӑваплӑ грузин патшине (1073—1125) асӑнмалли кун тӗлне уҫнӑ.

Открыт 26 января (8 февраля) 1918 года, ровно через 99 лет после открытия Петербургского университета и на день памяти Святого грузинского царя Давида Агмашенебели (1073—1125).

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Ҫак меслетпех Раҫҫей ӗҫне сутнишӗн Пӗрремӗш Петӗр патша ывӑлне Алексей Петровича, Аслӑ Екатерина упӑшкине Виҫҫӗмӗш Петӗр патшана, унӑн ывӑлне Павӑл патшана, Ватикан ертӳҫине Вуннӑмӗш Иоанн папӑна, Эфиопи патшине Хайле Селасие тата ыттисене вӗлернӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн кӗтетчӗ-ши тавралӑхпа халӑха Ментти хӑй пурнӑҫне Пулӑ патшине, тӗнчере урӑх ҫук ҫӑткӑна, паман пулсан?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Часах хула ҫыннисем кунта персе ҫитӗҫ те сана ҫурса тӑкӗҫ, Пулӑ патшине парӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Мӗн туса йӑпатмалла-ши ҫав тилӗрнӗ Пулӑ патшине?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Каҫарас ҫук сана, часах хула халӑхӗ кунта килет, сана чи малтан ҫав Пулӑ патшине кучченеҫлӗх тытса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

— Ҫӗр ҫул пӗр вӑранмасӑр ҫывӑракан Пулӑ патшине мӗншӗн вӑратрӑн?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Сӑмахран, «Кехермен Кетил» юмахра старик паттӑра вун икӗ алӑллӑ, хӗрӗхшер пӳрнеллӗ Ҫӗр патшине мӗнле вӗлермеллине ӑс парса ярать.

В сказке «Кехермен Кетил» такой старик научил богатыря, как управиться с хозяином подземелья, у которого двенадцать рук и на каждой по сорок пальцев.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх ман майлӑ, пӗтӗм халӑх хӑй патшине Питӗрте ларнине курасшӑн!

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темле хресчен патшине те шухӑшласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ-ҫке вӑл, патька-патша, — Пӑкачав ҫине тӗллесе кӑтартрӗ Хусанкка, унтан хресчен патшине пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗн пӗртен-пӗр патшине кӗтсе илмесен епле-ха ӗнтӗ тата?!

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хресчен патшине те курӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пире телейлисен ҫӗршывне илсе каякан хресчен патшине кураяссӑм та ҫук пек.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хресчен патшине шырама каяс текен Пинерпе Киремет картинче сывпуллашнӑ хыҫҫӑн виҫӗ эрне те иртрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хресчен патши чылай хушӑ Сарӑкун ҫӗршывӗнче пурӑннӑ, халӗ чухӑнсене пурне те ҫавӑнта ертсе каясшӑн: Чукма чӑвашӗсем хресчен патшине кӗтсе илме хатӗрленсе питӗ пӑлханаҫҫӗ, имӗш.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Майра патшан ҫывӑхӗнче тӑракан, Ун сывлӑхне чунтан-вартан упраса усракан — Яштак улпут сисрӗ, чӑтаймарӗ, йӑл кулчӗ, — Хӑй патшине Чӗкеҫпеле паллаштарма вӑл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑй патшине юрасшӑн Чунне хатӗр памашкӑн: Хирӗҫ тухса хисеплет Мӗн хушасса вӑл кӗтет»…

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех