Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Патшапа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патшапа буржуйсем вӑхӑтӗнче рабочисем талӑкра вуникшер сехет, тепӗр чух вунпилӗкшер сехет ӗҫленӗ.

При царе и буржуях рабочие работали двенадцать часов в сутки, а то и пятнадцать!

Революци утӑмӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Броневик ӑна вокзалран тӳрех Кшесинская балеринӑн, II Николай патшапа ҫывӑх пулнӑ хӗрарӑмӑн керменне илсе каять.

С вокзала броневик повёз Владимира Ильича в бывший дворец балерины Кшесинской, фаворитки царя Николая II.

Расстанная урамӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вунпӗр кун эс генералсемпе офицерсен, патшапа пуянсен сехрине хӑпартрӑн.

Одиннадцать дней ты наводил трепет на генералов и офицеров, на царя и всех богачей.

Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Пӗтӗм пурнӑҫне, пӗтӗм вӑйне патшапа пуян классене хирӗҫ кӗрешес ӗҫе пама ӗмӗтленет вӑл.

Всю жизнь, все силы он хочет и мечтает отдать на борьбу против царя и богатых классов.

Кокушкинӑри ирӗксӗрлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫак самантра патшапа пур тӑшмансене ҫӗмӗрсе тӑкса хӑваласа яма пултарнӑ ҫын мана курса тӑнӑ тек туйӑнса кайрӗ.

Мне хотелось, чтобы мое усердие видел человек, сумевший прогнать царя, победить всех врагов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Пурӑннӑ, тет, пӗр патшапа майри.

— Жили-были царь и царица.

Канӑҫсӑрлӑх // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Ну, пурӑннӑ, тет, пӗр патшапа майри, — пуҫлать вӑл ассӑн сывласа.

— Ну, жили-были царь и царица, — начинает она, вздохнув.

Канӑҫсӑрлӑх // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӗт ӑна, господин Клембовскине, патшапа турӑ пирӗн хуҫа пулма пиллесе лартнӑ.

царем и богом над нами поставленного господина Клембовского.

XXIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Вӑл каларӗ: «Хурт ами вӑл хуртсемшӗн патшапа пӗрех, унсӑрӑн пуҫне хуртсем хӑйсем тӗллӗн пурӑнаймаҫҫӗ», — терӗ.

Он сказал: «А матка все равно, что царь в народе; без нее нельзя быть пчелам».

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Патша хӑй хуралне Алвиша тытма хушрӗ, вара хирӗҫ тӑни хакла ларасса ӑнланса, чура сутуҫи лӑпланчӗ, ӑшӗнче Муана патшапа унӑн ҫывӑх ҫыннисен ухмахла ҫӑмӑл ӗненӗвне ылханчӗ.

Королева приказала страже схватить Алвиша, и, понимая, что сопротивление может дорого ему обойтись, работорговец смирился, как ни проклинал он в душе дурацкое легковерие подданных королевы Муаны.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пач урӑхла, шӑп та шай патшапа халӑх хӑйсем ҫине ҫавӑн чухлӗ ҫумӑр тӑкнӑ усал сывлӑша ҫапса хуҫрӑмӑр тенӗ самантра вӑхӑтлӑха ҫуталнӑ тӳпе каллех тӗксӗмленчӗ, малтанхи йывӑр тумламсем ҫӗре патлатса ӳкрӗҫ.

Напротив, как раз в ту самую минуту, когда королева и народ уже воображали, что злые духи, которые обрушивали на них столько ливней, сломлены, небо, на миг просветлевшее, нахмурилось еще больше, и первые тяжелые капли дождя упали на землю.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку ҫулӑн тӗп сыпӑкӗсем ҫаксем: батока йӑхӗ йышӑнса тӑракан ҫӗрпе ҫӳрени — кунта ҫынсем хӑйсене гашиш туртса минретнӗ; унтан Семалембуэ ятлӑ вӑйлӑ патша патне ҫитсе курни; Кафуэ урлӑ каҫни; каллех Замбезие таврӑнни; Моурума король патне кайни; португалсем пурӑннӑ Зумбо ятлӑ авалхи хула ишӗлчӗкӗсене пӑхса ҫаврӑнни; 1856 ҫулхи январӗн 17-мӗшӗнче ку вӑхӑтра португалсемпе ҫапӑҫакан Миенде патшапа тӗл пулни; юлашкинчен, мартӑн 2-мӗшӗнче Замбези хӗррине вырнаҫнӑ Тете ятлӑ яла пырса ҫитни.

Путешествие по области племени батока, где люди одуряли себя курением гашиша, посещение могущественного местного царька Семалембуэ, переправа через Кафуэ, снова Замбези, визит к королю Мбурума, осмотр развалин старинного португальского города Зумбо, встреча 17 января 1856 года с царьком Мпенде, в то время воевавшим с португальцами, и, наконец, прибытие 2 марта в Тете на берегу Замбези — таковы были главные этапы этого пути.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Халӑха патшапа министр ӳтӗнчен йӑсӑрланнӑ ҫулӑма таса ҫулӑм тесе пӗлтерчӗҫ.

Огонь, исходивший из тел короля и министра, был объявлен священным.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫын ӳтне кӗле куҫарма мӗнле йывӑр пулнине вӗсем пӗлеҫҫӗ, патшапа ун министрӗ кунта сасартӑк хӑйсемех ҫунса кайрӗҫ!

Поэтому они знали, сколь трудно обратить в пепел человеческое тело, а тут король и его министр вдруг сгорели сами собой!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Патшапа министр чӑтма ҫук ыратнӑран ҫӗр ҫине хутланса ӳкрӗҫ.

Король и министр, упав на землю, корчились от нестерпимой боли.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чура сутуҫи ӗҫкӗллӗ патшапа пит тӳрӗ пурӑнать, унпа туслипе усӑ курса, ҫак енче хуҫалла хӑтланать.

Работорговец отлично ладил со спившимся владыкой и, пользуясь дружбой с ним, хозяйничал во всей этой области.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— «Патшапа кайзер тӗп пултӑр!

— А как сказать «Долой царя и кайзера!

«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Патшапа тупӑшасшӑн, намӑссӑр!

Он еще смеет царя-батюшку поминать, бесстыдник!

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Патшапа унӑн жандармӗсен ӗҫ тухман.

Царь и его жандармы просчитались.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ҫӗр те тӑватӑ ҫул каялла, март уйӑхӗнче, француз халӑхӗ Пӗрремӗш Александр патшапа Раҫҫей гвардине хапӑл туса саламланӑ.

Сто четыре года тому назад в марте месяце французский народ приветствовал императора Александра Первого и российскую гвардию.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех