Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шкапсенче тахҫанах саклатран тавӑрнӑ кӗмӗлпе пӗрле Обломов кӗмӗлӗ те пур.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Обломовӑн йӑваш та шухӑшлӑ сӑнне, унӑн ачаш куҫӗсене, уйрӑлнӑ чухне Ольга ӳпкеленине хирӗҫ Обломов мӗнле именчӗклӗн кулнине аса илчӗ те… вара вӑл питӗ хурланчӗ, Обломова питӗ шеллерӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна нимӗнле илемлӗ ултав та илӗртес ҫук, суя ҫул ҫине кӑларас ҫук; ан тив, ун тавра пӗтӗм киревсӗрлӗх, шырлӑх океанӗ хумхантӑр, пӗтӗм тӗнче наркӑмӑшпа пӑсӑлса, тӳнтерле ҫаврӑнтӑр — Обломов нихҫан та ултав туррине пуҫҫапас ҫук, унӑн чунӗ яланах таса, ҫутӑ, тӳрӗ пулӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑйне Обломов туса панӑ пурнӑҫпа пурӑнать!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц хӑйӗн тулли, хумхануллӑ, чечеклӗ ҫуркунне пек пурнӑҫӗпе телейлӗ, вӑл ӑна тимлесе илемлетет, ачашласа упрать, ҫакна аса илсен ҫеҫ Штольц хӑраса ӳкет: Ольга тахҫан вилӗмрен ҫӳҫ пӗрчи вӗҫне юлнӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗрле утас ҫулӗ уйрӑлса кайма пултарнӑ, пурнӑҫ ҫулӗсене пӗлменни хӑрушӑ йӑнӑш патне илсе пыма пултарнӑ, Обломов ӑна…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑй Обломов евӗр сӳрӗкленсе каясран шикленчӗ.Она боялась впасть во что-нибудь похожее на обломовскую апатию.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем чӗнменни те — хӑш чухне шухӑшлӑ телей, — ун пек телее Обломов ӑмсанатчӗ, — е пӗр-пӗрин пирки вӗҫӗмсӗр шухӑшлани…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем, шуҫӑмпа пӗрлех мар пулин те, ирех тӑраҫҫӗ; нумайччен чей ӗҫсе ларма юратаҫҫӗ, хӑш чухне, ӳркеннӗ пекех, сӑмах чӗнмеҫҫӗ, унтан харпӑр хӑй кӗтессине каяҫҫӗ е пӗрле ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, уя кайса ҫӳреҫҫӗ, музыкӑпа киленеҫҫӗ… ыттисем пекех, Обломов ӗмӗтленни пекех.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тухса ывӑт ҫак путсӗре, килсе курӑнма ан хӑйтӑр вӑл кунта! — кӑшкӑрса ячӗ Обломов.Выбрось вон этого негодяя, и чтоб он не смел глаз казать сюда! — закричал Обломов.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тухса сирпӗн, ирсӗрскер! — кӑшкӑрса ячӗ Обломов; вӑл шурса кайнӑ, тарӑхнипе чӗтреве ернӗ.— Вон, мерзавец! — закричал Обломов, бледный, трясясь от ярости.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов питрен ҫупса ярсан, Тарантьев ҫав самантрах чарӑнчӗ, пукан ҫине ларчӗ, тӗлӗннипе ухмахла куҫӗсене йӗри-тавралла ҫавӑркаларӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тарантьев! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ Обломов.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тархасшӑн ачаш сӑмахсем калама пӑрах! — чарчӗ ӑна Обломов.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сывах-ха! — сиввӗн тавӑрчӗ Обломов, кантӑк витӗр пӑхса.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку тахҫанах палӑрнӑ пулӗччӗ, Обломов дачӑра пурӑннӑ чух вӑл кӑшт палӑркалатчӗ те; анчах Тарантьев унтанпа сайра хутра тата ҫынсем пур чухне ҫеҫ килкелерӗ, ҫавӑнпа иккӗшин хушшинче хирӗҫӳ пулмарӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫакна шута илмерӗ: Обломов Ильинскисен килӗнче ҫак тискер йӑлана маннӑ, тӳрккеслӗхпе сӗмсӗрлӗхрен йӗрӗнекен пулнӑ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ҫав кунах тухса кайрӗ, каҫхине Обломов, патне Тарантьев килчӗ.Штольц уехал в тот же день, а вечером к Обломову явился Тарантьев.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кала, кала, — терӗ Обломов ӗнентерсех.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов шарламарӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Итле-ха! — пӳлчӗ Обломов, кулас килмесӗр кулса.