Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нӳхрепрен (тĕпĕ: нӳхреп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, пысӑк нӳхрепрен Венюк тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пысӑк нӳхрепрен ҫӗр улми кӑларса станцӑна турттармалла, терӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мартин хӗлӗпех ҫимӗҫ йӑтатчӗ нӳхрепрен.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ку та ҫитмен-ха — нӳхрепрен илсе тухнӑ варени банкине вырӑн ҫинче ватнӑ та тӳшеке йӑлтах варенипе вараласа пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тин ҫеҫ нӳхрепрен ӑснине, пӑр пек сиввине, — илӗртрӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗҫ! пиччӗшӗ вӑл тулхӑрнӑ вӑхӑтра Илсе пычӗ ҫӗр нӳхрепрен Урхана.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нӳхрепрен сӑрине саркавуй пичкинчен Аран ӗлкӗреҫҫӗ йӑтма тарҫисем, Хыпаланса ӗҫтереҫҫӗ хӗрарӑмсем пӳртӗнче, Ӑшӑтаҫҫӗ сӑрине, хатӗрлеҫҫӗ апатсем.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Сӑра та пур-ха, нӳхрепрен илсе тухрӑм та, сивви тартӑр тесе, плита ҫине лартрӑм, — телейлӗн калаҫрӗ Униҫ инке, буфетран пӗр кӗленче эрехпе черккесем лартса парса.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ваҫук амӑшӗ васкасах нӳхрепрен хӑймаллӑ сивӗ турӑх, чӑкӑт илсе тухрӗ, сарӑ питлӗ тулӑ кулачи касрӗ — хӑна валли апат хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Эс мӗн, нӳхрепрен илсе тухрӑн-и?

— Ты что, из погреба принес?

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аслӑ ывӑлӗпе упӑшкине яшка пекки-мӗн ҫитеркелесе хапхаран кӑларса ярсанах, ҫу кунӗ пулсан, Сашок амӑшӗ чӑх йӑви патне улӑхса кайнӑ, тул ҫӑнӑхне вӗтӗ алапа алласа икерчӗ лӑканӑ, нӳхрепрен хӑймапа услам ҫу илсе тухнӑ.

Попотчует попадья муженька со старшим сыном какой-нибудь жидкой похлебкой и проводит со двора, а сама тем же ходом уже шарит по куриным гнездам, выгребает яйца, сеет муку сквозь самое мелкое сито, забалтывает блины, тащит из погреба сметану…

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫа нӳхрепрен капӑклӑ кӑрчама асса килчӗ.

Пазя внесла из погреба пенящуюся медовуху.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫенӗке чӗрне вӗҫҫӗн кӗрсе вӑл таҫтан кӑсӑя пӗҫҫи пек шӑрттан, нӳхрепрен симӗсленсе кайнӑ чӗреспе сив ҫу илсе тухать.

Так же, на цыпочках, Яриле входит в сени, неся в руках бог весть откуда взявшийся кусочек шыртана никак не больше воробьиного клюва, позеленевшее топленое масло в чирясе.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Пӗлместӗп, ара, — ун умне нӳхрепрен тин ӑсса тухнӑ квас пырса лартрӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей вӑрлӑхлӑх ҫӗрулмине нӳхрепрен хӑй кӑларттарчӗ, ӑна суйланӑ ҫӗрте ҫынсене бригадир пекех ертсе пычӗ, анчах яровизаци пирки сӑмах хускатсан, тутине ҫеҫ пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ай-ай, йывӑр тухма вӑл нӳхрепрен!

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ак хӑйсемех кӗпӗрленсе ҫитӗҫ, нӳхрепрен апат-ҫимӗҫ йӑтса та ӗлкӗреймӗн.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ниҫта кайса кӗрейменнипе хӑвӑн сарӑ ҫӳҫне тӑпӑлтармалла ан пултӑр тесе сӑлтавне те каласах хурам: сан аҫу нӳхрепрен тухса тарнӑ, ҫавӑнпа ашшӗ вырӑнне унӑн юратнӑ хӗрне хупмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Укҫинен нӳхрепрен сӑра кайса ӑсмалли ҫеҫ юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нимӗн те пулса иртмен пекех: Сашша Маркела шыва ывӑтни ҫинчен никам та тапратмарӗ — ни ашшӗ, часах пасар кӗпи тӑхӑнса кӗнӗскер; ни амӑшӗ, нӳхрепрен ятарласа хатӗрленӗ пыллӑ сӑра ӑсса кӗнӗскер; ни ватӑ Паймук, хӑй куҫӗпе хӑй тихӗтленӗ хапхана курнӑскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех