Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимӗҫе (тĕпĕ: нимӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фюрер, влаҫа илсенех, концентрациллӗ лагерьсем уҫса пӗтерчӗ, унта вара хӑйӗнпе килӗшмен миллионшар нимӗҫе хупса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Нимӗҫе ҫапса аркатма пысӑк план хатӗрлеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пурте сан Ивану пек пулсан, нимӗҫе ҫӗнтереймӗн ҫав.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван кӗпер карлӑкӗ хӗррипе пыракан нимӗҫе сӑмса кӑкӗнчен ҫапрӗ те шывалла вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нимӗҫе пеме тӗлленӗ винтовки персе яраймарӗ…

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртнӗ каҫ пӗр-пӗччен икӗ нимӗҫе сӗтӗрсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашкинчен тӳсеймен вара, хӑй ялан йӗркеллӗ калаҫни ҫинчен манса кайсах, хӑйне ӳкӗтлекен нимӗҫе ҫапла каласа хунӑ:

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ирсӗр нимӗҫе эс пенӗ Пӑшалпа та перопа.

Куҫарса пулӑш

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Фашист аташтарнӑ Чӑлах нимӗҫе Хӗвел ан кӑтарттӑр Телей тивӗҫне.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Карчӑк та ман тӗпелте Хурахлатса кӑшкӑрчӗ, Урса кайнӑ нимӗҫе Ылханмашкӑн тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ылхан ҫиттӗр Гитлере, Ылхав пултӑр нимӗҫе, Ылхан ҫиттӗр ҫӗр ҫинчи Мӗнпур усал-тӗселе!

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Унсӑрӑн нимӗҫе хытӑрах хӑваланӑ пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку шухӑш Ятмана та килӗшрӗ: чӑнах та ҫавӑрса илесчӗ нимӗҫе, Гитлерӑн чи лайӑх ҫарне пӗтерсе тӑкасчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫавӑн пек ҫапмалла та нимӗҫе!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Никам та тытса чараймарӗ нимӗҫе, пирӗн тытса чарчӗҫ, тет Сталин.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫак халӑх хӑйӗн вӑйне шанса тӑрать, вӑл пӗлет: ку таранччен никам ҫӗнтерейменнине халь, ҫирӗмпилӗк ҫул иртсен, пуҫсӑр нимӗҫе парӑнас ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑна ӗненсех тӑратӑп-ха эпӗ, анчах шухӑшпа тепӗр чухне шикленсе те пӑхатӑп: хӑҫан тытса чараҫҫӗ нимӗҫе? тӗтӗп.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен пӗр шухӑш кӑна — часрах хуса ҫитсе пӗр-ик нимӗҫе чиксе пӑрахасси.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эс, Ҫытӑр кум, пирӗнтен ытларах чухлатӑн — илсе кайса сут ҫав нимӗҫе пирӗн хӑмлана, тӑкакне тӳсӗпӗр, — терӗҫ хайхи хӑмла ӳстерекен чӑвашсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ хама ҫӗҫӗ парнелесе панӑ ырӑ нимӗҫе лектересрен ҫеҫ хӑрарӑм.

Я только боялся, как бы не попасть нечаянно в того доброго немца, который подарил мне ножик.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех