Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Нимӗн (тĕпĕ: нимӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теприн нимӗн те ҫук пулсан?

А у кого нечего?

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр сӑмахпа каласан, кирек те мӗнле шыв пултӑр, анчах унтан тӑкак курнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук!

Словом, никакая не вода, а один убыток от него!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ун ҫине хытӑ тарӑхнӑ ҫын, ҫавӑнпа та вӑкӑрӑмсене тата инвентаре кӳршӗри улттӑмӗш номерлӗ коммунӑна кайса патӑм (вӑл коммуна халичченех пурӑнать-ха), хамӑн вара, арӑмпа иксӗмӗрӗн, нимӗн те ҫук.

Я зараженный злобой против нее, а поэтому отдал быков и инвентарь соседней коммуне номер шесть (она и до сих пор существует), а сам с женой ничего не имею.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсен хушшинче тата ҫакнашкал шухӑшсем те пур: «Эй, пире пурпӗрех параҫҫӗ-ҫке! Парӑмсемшӗн пиртен каялла нимӗн илмелли те ҫук», теҫҫӗ.

И есть такие промеж них мнения: «Э, да нам все равно дадут! А брать с нас за долги нечего».

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Этем ывӑлӗсен шӑпипе чӗрчунсен шӑпи пӗрешкел иккенне курнӑ вара патша хӑй шыравӗсенче: лешсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, сывлани те вӗсен мӗнпурийӗн пӗрех, ҫыннӑн выльӑх умӗнче нимӗн ытлашшийӗ те ҫук.

И увидел он в своих исканиях, что участь сынов человеческих и участь животных одна: как те умирают, так умирают и эти, и одно дыхание у всех, и нет у человека преимущества перед скотом.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Варенька малалла мӗн каланине илтмен урӑх вӑл, нимӗн те курман.

Уже он не слышал, что говорила Варенька, и ничего не видел.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Унччен ҫак нимӗн те интереслентермен пире; кирек мӗнле ҫанталӑкра та калушпа ҫӳрекен, шӑналӑк айӗнче ҫывӑракан этем юратма пултарассине, тен, пуҫа илмен те пулӗ эпир унччен.

Раньше это не интересовало нас вовсе; быть может, мы не допускали даже и мысли, что человек, который во всякую погоду ходит в калошах и спит под пологом, может любить.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Кунта кам чӗррине, кам виллине вӑл хӑй шухӑшласа туптӑр; вӑл семинаринче вӗреннӗ, эпӗ ун пек ӗҫсене… вӗлерсен те, нимӗн те пӗлместӗп.

Пущай дьякон разберет, кто здесь живой, кто мертвый; он в семинарии обучался, а я этих самых делов… хоть убей, ничего не понимаю.

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

Нимӗн те ӑнланмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

Вӑл пӗр аллине кӗсйине чикнӗ, тепринче — тӗркеленсе пӗтнӗ, тусанлӑ шлепке, вӑл ӑна сулкалать те, хӑй нимӗн те курмасть.

Он сунул одну руку в карман, в другой у него измятая, пыльная шляпа, он размахивает ею и ничего не видит.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Вӑл ӗнтӗ тимлӗрех те сисӗмлӗрех, ун умӗнчен нимӗн те курӑнмасӑр иртсе кайма пултараймасть, Вӑл ӗнтӗ ҫивӗччӗн те усаллӑн кулма хӑять, ҫавӑнпа та хайхи питӗ сарлака кӑвак шлепкеллӗ ҫын, хӑйне кулса йӗпленине курса, шавлӑ сӑмахсемпе тиврете-тиврете илнине туйса, утӑмне хӑвӑртлатать.

Она становится теперь чуткой и восприимчивой - ничто новое для нее не проходит мимо не замеченное ею, Она теперь осмеивает резко и зло, и человек в слишком широкой серой шляпе должен ускорить шаги под насмешливыми уколами ее взглядов и бичами ее восклицаний.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Хуҫа пирки «Мов» нимӗн чухлӗ те иккӗленмест, ун пирки пӗр шухӑш, — хуҫа ӗҫ парать.

В хозяине для «Mob» есть совершенно ясный смысл - хозяин дает работу.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Вӑл ҫак пурнӑҫран нимӗн те кӗтмест, выртса ҫывӑрасшӑн ҫеҫ пулас…

Он, видимо, ничего не ждет от этой жизни и намерен лечь спать…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ӗҫ пӗтнӗ, нимӗн ҫинчен те шухӑшламалли ҫук.

Работа кончена, думать больше не о чем.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Ҫак тискер ӗмӗт, ырхан ӳт ҫине тухнӑ шыҫӑ пек, ҫамрӑкӑн пуҫ мимине кӗрсе вырнаҫнинчен нимӗн чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук.

Это страшное желание естественно в мозгу юноши, как нарыв на теле худосочного.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Вӗсем, ҫӑкӑрсӑр пуҫне, урӑх нимӗн те курмаҫҫӗ пек туйӑнать.

Чувствуешь, что этот взгляд не может видеть ничего, кроме хлеба.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Нимӗн те ҫук, курӑк та чечексем кӑна иккен.

— Ничего нет, только трава да цветы.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

— Ылтӑн чӗлхипе, ухмах, — хирӗҫ тавӑратчӗҫ ӑна пӗлекенсем, анчах вӑл хӑйӗннех перетчӗ: — Ют ҫынсене эпӗ, суханпа ыхра тата помидорсӑр пуҫне, нимӗн те сутмастӑп, — тетчӗ.

— На языке золотых монет, дурочка, — убеждали ее солидные люди, но она отвечала: — Чужим я не могу продать ничего, кроме лука, чесноку, помидоров…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Халӑх ахлата-ахлата каялла чакнӑ, ылханнисем, вӑрҫа-вӑрҫа илнисем, ыратнипе ҫухӑра-ҫухӑра янисем, шӑхӑрнисемпе, ахлатнисемпе тата йынӑшнисемпе пӗрле хутӑш ҫӗмӗрӗлсе ҫеҫ тӑнӑ; салтакӗсем тӗреклӗн тӑнӑ, вилнӗ ҫынсем пекех, нимӗн те хускалман вӗсем.

Толпа, отступая, ахала, проклятия, ругательства и крики боли сливались в пёстрый вихрь со свистом, уханьем и стонами, солдаты стояли твёрдо и были так же неподвижны, как мёртвые.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Салтаксем кусене куҫӗсене мӑч-мӑч тутарса итленӗ, сӑн-сӑпатне темле нимӗн те пӗлмелле мар туса пӗркелесе илнӗ тата ҫавӑнтах вӗсен сӑнӗсем темле хӑравҫӑлла, мӗскӗнле пек курӑна-курӑна кайнӑ.

Солдаты слушали мигая, лица кривились неопределёнными гримасами, и нечто жалкое, робкое являлось на них.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех