Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нивушлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Нивушлӗ (тĕпĕ: нивушлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗненес те килмест: нивушлӗ вӑл халӗ те тӗрӗс каларӗ вара, нивушлӗ хамӑрӑннисем ыран чӑнах та килеҫҫӗ, нивушлӗ каллех ирӗклӗ самана пулать!..

Даже не верится, неужели и сейчас прав он, неужели завтра придут соколики и опять будут все они вольными людьми?..

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Кирук, савӑннипе, калама ҫук пӑлханса кайрӗ, хӑй мӗн илтнине те ӗненесшӗн пулмарӗ: нивушлӗ вара вӑл юрласа панӑ юрӑсене те кӗнекере ҫапса кӑларӗҫ, нивушлӗ вӑл юрӑсене пиншер ҫын вулӗ, юрлӗ?!.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Нивушлӗ вара мана никам та асӑрхамӗ, нивушлӗ эпӗ ҫав териех нимӗн тӗшне тӑман хӗр?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Турӑҫӑм, нивушлӗ урӑх кураймастӑп эпӗ ӑна… Нивушлӗ манпала сӑмах хушмасӑрах тухса кайӗ? Пулӑшсам, турӑҫӑм. Ҫитес вырсарникун тата хаклӑрах ҫурта лартӑп», — хӑй тӗллӗн пӑшӑлтатрӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑ, пӗр енчен, паллах, савӑнтарать: эппин, милици пултаруллӑ, ӑслӑ, вӗреннӗ кадрсемпе пуйса пырать-ха; тепӗр енчен, шухӑшлаттарать: тӗрлӗ йӑх-яхпа кӗрешекен ҫынсене ҫулран-ҫул ытларах вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, эппин, нивушлӗ вӑрӑ-хурахсем социализм обществинех кӗрсе кайӗҫ, нивушлӗ вӗсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нивушлӗ йӑнӑшрӗ-ши Телегин, нивушлӗ лавкка ҫаратакана шыракан милиционерсем пулчӗҫ ку ҫынсем?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хреҫҫи, нивушлӗ эсех-и вара ку, нивушлӗ — яланлӑхах?

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нивушлӗ четниксен офицерӗпе кайнӑ пуль вӑл, нивушлӗ мана намӑса кӳртесшӗн, мана улталасшӑн?

Но почему же с четническим офицером, как могла она так опозорить его, обмануть?

26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

«Нивушлӗ? Нивушлӗ?» ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй, — вара телейне пула унӑн сывлӑшӗ питӗрӗнсе ларчӗ.

«Неужели? неужели?» — спрашивала она себя, и сердце ее замирало от счастия.

XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫав вӑхӑтрах вара, турӑҫӑм! нивушлӗ ку тӗрӗс, нивушлӗ ҫакӑн пек чун юнашар пурӑннӑ чухне, эпӗ хампа хам ҫеҫ йӑпанатӑп?

А между тем, господи! неужели это правда, неужели же я всё с собой вожусь, когда рядом живет такая душа?

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Нивушлӗ вӑл пулма пултаракан япала, нивушлӗ вӑл юнашарах?

Неужели такая реальная, возможная, ощутимая, — где-то рядом?

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нивушлӗ хӗрарӑма пӗр илемӗшӗн анчах, нивушлӗ хӗрарӑм-статуйӑна юратма пулать? — тесе ыйтрӑм эпӗ хамран, хам вара, хамӑн туйӑма шансах кайман пулин те, ҫав хӗре ун чухнех юратнӑ ӗнтӗ.

Неужели можно любить женщину за одну красоту, любить женщину-статую? — спрашивал я себя, а уже любил ее, хотя еще не верил своему чувству.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Нивушлӗ кирлӗ-кирлӗ маршӑнах, Кирсанова пӗр уйӑх, нумайран икӗ уйӑх, тунсӑхлама тивнӗшӗнех, нивушлӗ ҫак кирлӗ-кирлӗ маршӑнах хӗрарӑма нервисене пӑстармалла, сывмар ҫын кравачӗ патӗнче лартса, ӑна хытах чирлеттермелле?

Так неужели же из-за вздора, из-за того, что Кирсанову придется потосковать месяц, много два, неужели из-за этого вздора давать женщине расстраивать нервы, рисковать серьезною болезнию от сиденья по ночам у кровати больного?

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Нивушлӗ ӑнланмастӑн, Актай!

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Йытӑшӑн та эпех вӗрнине, пуканешӗн те эпех калаҫнине нивушлӗ тавҫӑраймастчӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Тутлӑ ҫывӑракан хӗрачи ҫине пӑхса: «Нивушлӗ вӗлерсе хӑварма илсе килнӗ эпӗ ӑна?» — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нивушлӗ эсӗ ку, кум?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Нивушлӗ Евдокия Ларионовнӑсем патне килсе кӗтӗмӗр?»

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, нивушлӗ килмерӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь уҫҫӑнах ун хутне кӗрет, нивушлӗ кинӗ аскӑнланнипе килӗшрӗ?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех