Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мӑшӑру (тĕпĕ: мӑшӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑшӑру — Микулай».

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ку хаклӑ кучченеҫе те мӑшӑру парса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку парнесене сире чунтан юратакан мӑшӑру Николай Степанович парса ячӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшӑру мӗнлескер тата?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗлетӗп-ҫке: эс каласан, тӳперен ҫӑлтӑр татса илме те пултарать сан мӑшӑру

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах та Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен хӑрушӑ хыпар ҫитсе мана ураран ӳкерчӗ: «Мӑшӑру вӑрҫӑра пуҫне хунӑ».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

— Мӗнех, — каллех илтӗнсе кайрӗ Турӑн мӑнаҫлӑ сасси, — суйласа илме пултаратӑн: чунупа ман патшалӑха пыратӑн-и е мӑшӑру патне тамӑка каятӑн-и…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗкеҫ чӗриллӗ мӑшӑру вара, ҫӗр ҫинчех Аслӑ Шуйттан ирӗкне парӑнса мана хур туса пурӑннӑскер, ҫынсем мана кӗл туса пурӑннӑ таса вырӑна лапӑрчӑк-ҫӑвӑнчӑк пухмалли-юхмалли вырӑна ҫавӑрнӑскер, халӗ ҫав шуйттанӑн ирӗксӗр, тамӑкра ҫунакан-пиҫекен чури.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Санӑн мӑшӑру мана ӗненмесӗр, сивлесе, хур туса мана кӳрентермелле ӗҫсем ӗретлеме пуҫласан эпӗ хамӑн хастар та ырӑ пулӑшакана, хӗртсурта (ҫуртрине, хай пӳрене), сирӗн кил-ҫурта пӑрахса кайма хушрӑм…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫынсем ӗҫленӗ чух эсӗ ӗҫме юрататӑн, мӑшӑру та сан эс ӗҫнӗрен пӑрахса кайнӑ. Кайран тата миҫе арҫынпа ҫылӑха кӗтӗн, тет. Колхоз правленийӗ штравласан та, аран-аран Ӗҫе тухкаларӑн. Ҫӗр ҫинче путсӗр пулнине кунта сана кам юсатӑр! Тамӑка!» — тесе ура тапса кӑшкӑрать турӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Ешӗл, чӑн та Анука юрататӑн, ӑна хӑвӑн мӑшӑру тума шутлатӑн пулсан… кӗҫӗр илсе кай.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мӑшӑру саншӑн нимӗн те мар…

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшӑру сывах пуль?

— Как твоя Сульха? Жива-здорова?

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тусу е мӑшӑру сана: эсӗ юратмастӑн пулмалла мана, нимӗн те шарламастӑн тесен, эсӗ ӑна савнӑ ҫинчех йӑл кулса ил те ытала кӑна тусна.

Если даже подруга или жена скажет тебе, ты, мол, наверно, меня не любишь, коль не говоришь об этом, ты улыбнись, обними ее, и она без слов поймет твои чувства.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑшӑру кирек хӑҫан та тунсӑхласа кӗтсе илтӗр сана.

Пусть супруг (или супруга) всегда скучает и ждет тебя с нетерпением.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑшӑру та ялан ура ҫинче.

И супруга твоя все время на ногах.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сан мӑшӑру ӗҫченнине те, эсир пупӑн малтанхи тарҫисемпе килӗштернине те, пупне хӑйне юратманнине те…

Говорят, жена у тебя очень работящая. С прежними работниками поповыми, сказывают, хорошо ладите. А самого попа будто не любите…

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑшӑру ӗҫченни лекет — пӗр пӳрт ача ҫуратса парать.

Жена тебе достанется работящая, нарожает полный дом ребятишек.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ну-и пултарать те сан мӑшӑру, Зина! — алӑкран кӗрсенех мухтанса илчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урам варринчи пӗве, ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫисем, юнашарах тата ампар пулас (самай пысӑкскер, пӗлтӗр кӑна ҫукчӗ-ха вӑл), ҫулҫӑ тӑкса ҫаралнӑ йӑмрасем — пурте-пурте куҫа курӑнман темле асамлӑ вӑйпа хӑйсем патне туртаҫҫӗ, мӗншӗн тарса ҫӳрен-ха эс, Антун, мӑшӑру ҫук-и сан, аҫу-аннӳ ҫук-и, эпир ҫук-и тесе чӗнеҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех