Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускаври (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускаври 4 № акӑлчан чӗлхин ятарлӑ шкулӗнче (халӗ 1260 № шкул) вӗреннӗ.

Училась в московской английской спецшколе № 4 (ныне школа № 1260).

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

Вӑл куна Петр Петрович Мускаври пӗр госпитальри пысӑк палатӑра кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл хӑйне фронта яма ыйтнӑ, анчах ӑна, сывлӑхӗ тӗреклӗ маррине пула, Мускаври пӗр госпитале хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Мана Мускаври мединститута илчӗҫ!

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Пирӗн пек хитре хӗрарӑмсем Мускаври театрсенче выступать тумалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫакӑн пирки Мускаври пӗр рабочие пӗлтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Мускаври выставкӑран таврӑнакан колхозниксем хӑйсен председателӗсем ҫинчен калаҫнӑ чухне те ун ҫинченех шухӑша кайса пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем ҫирӗм иккӗнччӗ, Мускаври Ялхуҫалӑхпа промышленноҫ выставкинчен таврӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унӑн ӳтне эпир ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи хисеплӗ вырӑна — Мускаври Кремль стенисем ҫумне чавса пытартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мускаври пӗр ватӑ хӗрарӑм-инженерӑн мана курсанах куҫӗсем шывланатчӗҫ, — кӗҫех макӑрса ямастчӗ, «Эсӗ каснӑ-лартнӑ ман ывӑл пекех вӗт-ха, Володя», — тетчӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мускаври физкультура институтне пӗтерсе килсен, вӑл хулари пӗр вӑтам шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ; унтах вӑл математикӑпа физика вӗрентекен пӗр учительпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗрӗх саккӑрмӗшӗнче Мускаври инженерсен институтне вӗренме кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Иккӗш те Мускаври инженерсен институтӗнче вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мускаври институтран Ҫӗпӗре практикӑна килни икӗ уйӑх кӑна иртрӗ пулин те, ҫав вӑхӑтра эпӗ Байкал ҫинче те пулса куртӑм..

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

1932–1936 ҫулсенче Мускаври савутсенче тата СССР Госпланӗ ҫумӗнчи планлакан пайсен ертӳҫи пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Андреев Михаил Андреевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BD%D ... 0%B8%D1%87

1932 ҫулта Мускаври план институтне вӗренсе пӗтернӗ, 1935 ҫулта ун ҫумӗнчи аспирантурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Андреев Михаил Андреевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BD%D ... 0%B8%D1%87

Вара 1940 ҫулта Ефремова Мускаври декоративлӑ-прикладной искусствӑсен институчӗн художествӑллӑ керамика факультетне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

1937—1936 ҫулсенче Е. И. Ефремова Мускаври М. И. Калинин ячӗпе хисепленекен художествӑллӑ промышленноҫ училищинче вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Радиопа телевидени редакцийӗсем колхозсемпе совхозсем ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илессине ӳстермелли резервсемпе усӑ курни, ҫичӗ ҫуллӑхӑн тӑваттӑмӗш ҫулӗнчи ҫуракине тӗплен хатӗрленсе ирттерни, курӑк акмалли уйлӑ системӑна сивлени тата тыр-пул акмалли ҫӗр лаптӑкӗн структурине улӑштарса лайӑхлатни, пирӗн колхозниксем Н, С. Хрущев ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен Мускаври канашлӑвӗнче панӑ кӑтартусене тата мартри Пленум решенийӗсене пурнӑҫлама тытӑнни ҫинчен передачӑсем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Шупашкарпа Улатӑр станцийӗсем Чулхуларан тата 1922 ҫулхи сентябрӗн 17-мӗшӗнче Мускаври потчамтӑн телеграф станцийӗ тӑрӑх панӑ калаҫусемпе вырӑс музыкин концерчӗсене те тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех