Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Микулай сăмах пирĕн базăра пур.
Микулай (тĕпĕ: Микулай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эх, Микулай, Микулай!

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микулай амӑшӗ вилнӗ кун каҫалапа виле ҫинче ларма килнӗ карчӑксем апат ҫиме саланса пӗтсен тӗп килне ӳсӗр Микулай пырса кӗнӗ.

В день смерти матери вечером Мигулай пришел в родительский дом, когда старушки, сидевшие возле гроба, уже разошлись по домам — поужинать.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулай Укка арки ҫине ларма тӑчӗ, пысӑк арҫын хӗрарӑм арки ҫине вырнаҫайманнипе, йывӑр купарчаллӑ ҫамрӑк хӗрарӑма Микулай хӑйӗн арки ҫине ҫӗклесе лартрӗ.

Мигулай попытался присесть рядом с Уккой на подол ее платья, но не уместился и тогда ловко подхватил молодую пышную женщину и усадил к себе на колени.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗрре Микулайсен амӑшсем патӗнче пек вӗсем, тепре Микулай ӑна ӑсатма тухнӑ пек те, вӗсем вӑрманта-мӗн.

То ей представляется, что они вместе с Мигулаем навестили его стариков-родителей; то идут вдвоем по лесу; то Мигулай вышел ее проводить до дому…

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав ир Микулайсем патӗнче тӗл пулсан вӗсем иккӗшӗ те, Уккапа Микулай, ҫав тери хӗпӗртесе ӳкрӗҫ.

Встретившись утром в доме Мигулая, Укка и Мигулай не могли скрыть радости.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулайпа Укка пӗр-пӗрин патнелле ӑнтӑлнине сиссен (сисӗмлӗ ҫын ӑна сисмесӗр, куҫ пурри — курмасӑр тӑма пултарайман), икӗ ҫамрӑк пӗр-пӗриншӗн хыпса ҫуннине асӑрхасан Микулай ытлашши ӑслах маррине туйса илӗ те Укка — унран сивӗнӗ тенӗ Михапар.

Когда Михабар заметил (а не заметить этого, имея глаза и разум, было невозможно), что Мигулай и Укка неравнодушны друг к другу, он не стал этого выказывать, надеясь, что Укка сама поймет, что Мигулай не очень-то умный человек, и охладеет к нему.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйӗн асӗнче Укка Микулая ҫӑвӑнтарса, тумлантарса, тирпее кӗртсе пӑхнӑ та — чипер йӗкӗтех-ҫке вӑл, вӑрттӑн Микулай, тесе шухӑшланӑ.

если Мигулая приодеть, причесать, кроле неплохой жених получается!

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

1941 ҫулта, вӑрҫӑ пуҫлансан, Микулай Мускав ополченийӗпе хулана хӳтӗлеме каять.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Микулай ҫинчен пӗлме килтӗн пуль-ха эсӗ, Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ мана ҫавна кала, Фома Фомич: Ҫимун пиччепе ывӑлӗсем манӑн Микулай ҫинчен мӗн калаҫрӗҫ?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тен, Микулай вилмен те пуль.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав юлташӗ каланӑ тӑрӑх, Микулай пиччен планшетне тупнӑ, хӑйне тупайман.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микулай пичче вилнине Харисӗ курман ҫав, — ӑнлантарать Ҫинкка.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ, Ҫинкка, Микулай мӗнле вилнине юри каламастӑн пуль, — Ҫинкка ҫине кӳреннӗ пек пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эй, бебекейӗм — тесе ыталаса илчӗ мана салтак амӑшӗ, — пирӗн Харис сирӗн Микулай патӗнче динщӗкре ҫӳренӗ вӗт…

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ак ҫакӑ вӑл пирӗн Микулай пичче! — терӗм эпӗ сӑнӳкерчӗкри командира кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лараканни Микулай пичче, тӑраканни Харис.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте пӗлччӗр Микулай ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫинкка, эс мана вӑрман касма кайсан Микулай Дегтяревӑн юлташне курни ҫинчен каласа памӑн-ши?

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нумайӑшӗ алӑ ҫупма пуҫланӑччӗ кӑна — кӗтесрен Микулай арӑмӗн сасси янӑраса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех